Сувар

Эфирта – пăвасем!

Пăвасен ентешлӗхӗ пысăк телепроект пуçланă. «Тутарстан» патшалăх телерадиокомпанипе пӗрле вӗсем Пăва тăрăхӗнчи халăхсем çинчен передача ӳкерме тытăннă.

Пăвасен ентешлӗхӗ пысăк телепроект пуçланă. «Тутарстан» патшалăх телерадиокомпанийӗпе пӗрле вӗсем Пăва тăрăхӗнчи халăхсем çинчен передача ӳкерме тытăннă. Нумай нациллӗ районта тӗрлӗ халăх çынни ӗмӗр пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурăнаççӗ. Вӗсен кун-çулӗпе телекуракана паллаштарма тӗллев лартнă та Ирек Закиров ертсе пыракан ентешлӗх.
Чăвашсене иртнӗ вырсарникун ӳкерчӗç. Журналистсен ушкăнӗ Кипеккассинче, Рункăра, Атавра, Пӳркелӗнче, Элшелӗнче, Мăкăрта тата Альшихре пулса курчӗ. Унта тӗрлӗ ӗçпе аппаланакан çынсемпе курса калаçрӗç вӗсем, истори тата культура объекчӗсенче пулса курчӗç.

Сăмахран, Кипеккассинче вӗсене Пăва районӗнчи чăваш наципе культура центрӗ еплерех ӗçлени çинчен каласа пачӗç. Çак ялтан тухнă çыравçăсен кун-çулӗпе, ал ӗç ăстисемпе паллаштарчӗç. Рункăра Сандр Пикл пултарулăхӗпе кăсăкланчӗç журналистсем. Пӳркелӗнче таврапӗлӳ ӗçӗсем, аваллăх кăсăклантарчӗ хусансене. «Тăхăрьял тăхăмӗ» ушкăна ертсе пыракан Михаил Вериялов çак тăрăхри аваллăх йӗрӗсем çинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Юркка Иванӗн музейӗнче те пулса курчӗç хăнасем. Атавра Николаевсен çемйинче хăнара пулчӗç. Элшелӗнче Тăхăрьял музейӗн ертӳçипе Евгений Афанасьевпа калаçрӗç, Пукрав йăлипе паллашрӗç тата ытти, тата ытти те.
Веçех каласа парсан, пăхма интереслӗ пулмасть. Çавăнпа та кӗтер передача сенкер экрансем çине тухасса. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: