Сувар

Ефремовӑн чӑваш адвокачӗ ӗҫе актёр майлӑ ҫавӑрасшӑн

Пашаев пек хӳтӗлекенсемпе тӑшмансем те кирлӗ мар

Ҫакна сентябрӗн 8-мӗшӗнче 8 ҫула кайса ларнӑ Михаил Ефремов актёр лайӑх астӑвать.
Приговор кӑларнӑ хыҫҫӑн Ефремова Мускаври 5 номерлӗ "Водник" следстви изоляторне вырнаҫтарнӑ. Шавлӑ процесс вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Пашаевран адвокат статусне туртса илчӗҫ.
Мускав хула судӗнчи апелляцире Ефремова адвокатсен урӑх команди хӳтӗленӗ – Петр Хархорин, Владимир Васильев тата Роман Филиппов.
Ҫӗнӗ хӳтӗлевҫӗсен стратегийӗ ҫакнашкал пулнӑ: вӗсем Ефремов туллин ӳкӗнни ҫинчен пӗлтернӗ тата ҫӗнӗ экспертизӑсем тума хистенӗ. Ҫапла Хархорин адвокат сӑмахӗсемпе, инкеке Захаров тунӑ йӑнӑшсем йывӑрлатма пултарнӑ: "Сергей Захаров пынӑ автомобильте заглушка – хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине ҫаклатас мар тесе машинан нӑйтлатакан сигналне пусарма усӑ куракан хатӗр – тупнӑ". Чӗннӗ эксперт пӗтӗмлетӗвӗсем ҫине таянса адвокат ҫӗнӗ экспертиза тутарма ыйтнӑ. Анчах суд ӑна итлемен. Хӳтӗлекенсем аварире вилнӗ ҫын ҫемьине Михаил Ефремов хӑй ирӗкӗпе 3 миллион тенкӗ укҫа куҫарса панине те аса илтернӗ судьяна.
Адвокатсем общественность ятӗнчен ҫырнӑ коллективлӑ ҫырусене вуласа панӑ. Вӗсен хушшинче Ульяновск облаҫӗнчи Чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаев алӑ пуснӑ ҫыру та. Чӗмпӗрсем И.Я.Яковлев тӑванне условно айӑплама ыйтса ҫырнине суд ӗҫе хутшӑнтарнӑ. Анчах та Ефремова панӑ 8 ҫула 7,5 ҫула ҫити ҫеҫ чакарнӑ.
Михаил Ефремовӑн пӗр адвокачӗ Владимир Васильев чӑваш. Обществора ӑна ытларах Болгарский псевдонимпа пӗлеҫҫӗ. Ахальтен мар артист та наказанине Чӑваш Республикинче иртесшӗн. Анчах колоние суйлама ирӗк парӗҫ-ши ӑна – пысӑк ыйту

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: