Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Египетра Хусанти федераллӑ университетӑн филиалӗ уçӑлӗ

Египет Президенчӗ Абдель Фаттах ас-Сиси Каирта Хусанти федераллӑ университетӑн филиалне туса хурас йышӑва алӑ пуснӑ. ХФУн тулашри çыхӑнусен проректорӗ Тимирхан Алишев пӗлтернӗ тӑрӑх, филиала кӑçал уçма палӑртнӑ.

– Университетăн преподавателĕсем студентсене «сиплев ӗçĕ», «стоматологи», «фармаци» специальноçсене акăлчан чĕлхипе вĕрентĕç. Çавӑнпа пӗрлех студентсем вырӑс чӗлхине те тарӑнрах пӗлӗç. Филиалтан вӗренсе тухнисем Хусанти федераллӑ университетӑн дипломне илӗç. Программӑсен пахалӑхӗ те тĕп университетăннинчен уйрăлса тăмĕ, — тенĕ Тимирхан Булатович.

Студентсем тӳлевлӗ вӗренӗç. Çав вӑхӑтрах чи пултаруллисем валли вӗренӳ хакӗн пӗтӗм е пӗр пайне саплаштарма грантсем те пулĕç.

Филиалӑн тӗллевӗсем — Египетăн аслӑ вӗрентӳ системине аталантарма пулӑшасси, вырӑс чӗлхине вӗрентесси, çавӑн пекех Египетпа Раççей Федерацийӗ хушшинчи вӗрентӳ çыхӑнӑвӗсене çирӗплетесси.

Палӑртса хӑварар, çулталӑк каялла КФУ филиалӗ Узбекистанра уçӑлнӑ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование