Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЭХ, ÇĂВАРНИ, ÇĂВАРНИ!

Çак эрнере республикăри ялсемпе хуласенче хӗле ăсатассипе, Çăварнипе çыхăннă мероприятисем иртеççӗ

Ку эрне – Çăварни эрни. Вăл çитес вырсарникун каçармалли кунпа вӗçленет. Аслă типпе кӗрес умӗнхи вырсарникун православи тӗнне ӗненекенсем пӗр-пӗринчен каçару ыйтаççӗ. Çак эрнере республикăри ялсемпе хуласенче хӗле ăсатассипе, Çăварнипе çыхăннă мероприятисем иртеççӗ. Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче те хӗлӗн юлашки кунӗнче, февралӗн 28-мӗшӗнче, Çăварни ирттертӗмӗр.

Ялти Культура çурчӗ умне халăх йышлă пухăннăччӗ. Мероприятие ялти культура ӗçченӗсем тата вырăнти шкулта тăрăшакансем йӗркеленӗ. Наталья Макаровăпа Ольга Архипова ертсе пычӗç. Шкул директорӗ Владимир Мискин тата физкультура вӗрентекенӗ Петр Рафиков шкул ачисен хушшинче эстафетăсемпе турнирсем ирттерчӗç. Аслисем те айккинчен пăхса тăмарӗç, вăйăсемпе конкурссене хутшăнчӗç.
Поварсем, çавăн пекех Любовь Казакова педагог-организаторпа математика вӗрентекен Антонина Николаева пурне те кукăльпе сăйларӗç. Виçӗ сăмаварпа чей вӗресе, çатми-çатми икерчӗ пиçсех тăчӗ.
Хӗле ăсатнине, çуркуннене кӗтсе илнине халалланă уяв мӗнле карталанса юрламасăр ирттӗр-ха? Культура çурчӗн ӗçченӗсем ачасене те, аслисене те алран-алла тытса юрлаттарчӗç. Хаваслă та шавлă уяв катемпие чӗртсе çунтарнипе вӗçленчӗ.
Геннадий КАРСАКОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Йӗлмел.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев