«Экоçуркунне» конкурс малалла тăсăлать
«Экологи ăнăçлăхӗ» наци проекчӗ шайӗнче республикăри «Экоçуркунне» конкурсăн иккӗмӗш эрни пуçланнине, ун шайӗнче хутшăнакансем çӳп-çапа тирпейлеме вӗреннине ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Конкурса хутшăнакансем ятарлă çар операцине ăсатма производствă каяшӗсемпе усă курса çуртасем тумалла, макулатура пухмалла, кивӗ тумтирсене йышăнмалли пунктсене лӗçмелле.
Заданисене апрелӗн 13-мӗшӗччен мӗнле тата миçен пурнăçлани çинчен тӗплӗн каласа парса «ВКонтакте» социаллă сетьри страницăра пост кăлармалла. Ун хыççăн Eco.pros@tatar.ru почтăна ссылкăсем ямалла. Тӗплӗ информаци пулмасан ӗçе шута илмеççӗ. Заданисене Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне тата Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалласан тата «Экокоманда» номинацире çемьепе хутшăнакансене кашни заданишӗн жюри хушма балл парать.
Аса илтеретпӗр, «Экоçуркунне» республика конкурсӗ санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ вăхăтӗнче иртет. Конкурсăн пӗрремӗш эрнинче пурӗ 220 ытла заявка килнӗ.
Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев