Сувар

Экологи акцийӗ пӗр эрнене тӑсӑлнӑ

Халӗ вăрçă нушисене тӳссе ирттернӗ Саплăк ваттисен пӗр ӗмӗт кăна – Çӗнтерӳ паркӗнчи панулмисем шап-шурă чечеке ларнине курасси.

 Нумай пулмасть Ҫӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплӑк ялӗнче йывӑҫ лартас эрнелӗх вӗҫленнӗ.  Экологи акцине хутшӑнса ял шкулӗн çывăхӗнче экологи акцийӗ иртнӗ. Ăна пурнăçа кӗртекенӗ – ял хутлăхӗн ертӳçи Петр Артемьев тата унпа пӗр шухăшлисем. Ял халăхӗ Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çитнине халалласа аллея тума шутланă. Çак тӗллевапе шкул ачисем 3000 улмуççи тӗпӗ лартнă. Аллея йӗри-тавра хӳтлӗхшӗн хыр йывӑҫҫисене лартса тухнӑ. Ялти Туслӑх кӳллин ҫыранӗсем те ешӗл хыр йывӑҫҫисемпе илемленӗҫ малашне, тӗпӗсем пур ӗнтӗ. 

Улма йывăççи ӳстерме çăмăл мар, сапмалла, сыпмалла, шурă пурпа сăрламалла, мулкачсенчен сыхламалла. Шкул ачисене ӗç пур.

Реклама

Халӗ вăрçă нушисене тӳссе ирттернӗ Саплăк ваттисен пӗр ӗмӗт кăна – Çӗнтерӳ паркӗнчи панулмисем шап-шурă чечеке ларнине курасси.

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: