Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Экологи акцийӗсем кӑҫал тата нумай пулӗҫ

"Экоҫуркунне-2020" пӗтӗмлетӗвӗсемпе Тутарстан малта пыракан 3 регион шутне кӗме пултарать

 Тутарстанра пурӑнакансене "Экоҫуркунне-2020" мероприятийӗсен планне сӳтсе явма чӗннӗ.

Апрелӗн 1-мӗшӗнче Тутарстанра "Экоҫуркунне-2020" республика акцийӗ пуҫланать. Территорисенче хӗлӗпе пухӑннӑ ҫӳпӗ-ҫапӑна пуҫтарасси пирки тунӑ мероприятисен планне сӳтсе явма республика ҫыннисене йыхӑраҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР Экологи министерствин информаци системисемпе экологи вӗрентӗвӗн управленийӗн начальникӗ Дамир Валиуллин пӗлтернӗ.
"Тутарстан ҫыннисене ӑна сӳтсе явнӑ ҫӗре хутшӑнма чӗнетпӗр. Эпир, сирӗн шухӑшӑра пӗлес тесе, материала хатĕрлесе ҫитерес тесе, ятарласа ик-виҫӗ эрне хӑваратпӑр. Вара апрелӗн 1-мӗшӗнчен пысӑк "симӗс фронтпа" тӗрлӗрен тирпейлӳсене, экологи урокӗсене, шкулсенчи, вузсенчи мероприятисене пӗтӗм республикипе пуҫлӑпӑр",– тесе каланӑ спикер.
2019 ҫулти" Экоҫуркуннене" республикӑра 1 млн та 178 пин ҫын хутшӑннӑ. Кивӗ батарейкӑсене пуҫтарассине тата экологи ӳкерчӗкӗсен" Симӗс кӑранташ" конкурсне йӗркелени пӗлтӗрхи ҫӗнӗлӗх пулнӑ. Мероприятисене питӗ нумай шкул ачи хутшӑннӑ. "Экоҫуркунне" пӗтӗмлетӗвӗсемпе чаплӑ лару-тӑрура чи лайӑх экоҫемьеге, ача садне, шкула, предприятие чысланӑ. Тӗп парнене – Крыма канма каймалли путевкӑна – Чистайри Долговсен ҫемйи ҫӗнсе илнӗ.
"Экологи" нацпроектра хутшӑнни пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ. Кӑҫал мӗн пур муниципалитетра территорисене тасатнӑ. Ҫӳпӗ-ҫапӑран тасатнӑ юханшыв ҫыранӗсен пӗтӗмӗшле вӑрӑмӑшӗ 680 километра ҫитрӗ. Кӑҫал пирӗн лидер-регионсен шутне кӗрес тесен ытларах тума тивет",– тесе палӑртнӑ Валиуллин.
Владимир Путинӑн "майри указӗсем" тӑрӑх Раҫҫейре 2019 ҫултанпа "Экологи" наци проекчӗ пурнӑҫланать. Проектӑн тӗп тӗллевӗсен шутне хытӑ коммуналлӑ отходсене тирпейлекен комплекслӑ система йӗркелесси, свалкӑсене пӗтересси, шыв объекчӗсен экологилле реабилитацийӗ, Атӑла юхса кӗрекен таса мар шывсене чакарасси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев