Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Экологи проекчӗсемшӗн сасӑлама ыйтаҫҫӗ

Иртнинче тутарстансен сассисем пулӑшнипе республика проекчӗсем малти вырӑн йышӑннӑ. Вӗсем пӗрле 74 пин сасӑ пуҫтарнӑ

 

Тутарстансене республикӑри проектсене – «Зеркала Татарстана» тата «Диңгез – Море Татарстана» – кластерсене Пӗтӗмраҫҫейри туризмпа рекреаци кластерӗсен тата экотуризм аталанӑвӗн конкурсӗн финалӗнче тӗрев пама ыйтаҫҫӗ.
Финала иртнӗ 10 пуҫарушӑн сентябрӗн 30-мӗшӗнченпе сасӑлама пулать. Вӑл октябрӗн 9-мӗшӗччен иртет. Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсемпе октябрӗн 16-мӗшӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Тутарстан проекчӗсене https://priroda.life/geography/ сайтӑн "География" уйрӑмӗнче тӗрев пама пулать. Анчах малтан электронлӑ почта е социаллӑ сетьсем урлӑ авторизаци иртмелле.
Иртнинче тутарстансен сассисем пулӑшнипе республика проекчӗсем малти вырӑн йышӑннӑ. Вӗсем пӗрле 74 пин сасӑ пуҫтарнӑ.
Ҫӳльту районӗнчи «Зеркала Татарстана» кластера виҫӗ тӑрӑ кӳлӗллӗ «Голубые озера» заказник, Семиозерка вӑрманӗ тата Казанка юханшывӗ кӗреҫҫӗ. Камское Устье районӗнчи «Диңгез – море Татарстана» кластера Лобач ту тата Юрьевски ҫӗр хӑвӑлӗсем кӗреҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев