Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Экологи лайӑхланас шанӑҫ пур

Предприятисем производствосене çӗнетеççӗ, хальхи таса технологисене хута яраççӗ, хуласемпе ялсем симӗсленеççӗ

Тутарстан Республикинче «Экологи» наци проектне пурнăçа кӗртме кăçал 3,6 миллиард тенкӗ уйăрнă. Кунта «Атăла сыватасси», «Таса çӗршыв», «Вăрмансене упрасси» çутçанталăка хӳтӗлес мероприятисем кӗреççӗ.
Атăла таса мар шывсем ан лекчӗр тесе 12 тасату сооруженийӗнче ӗçсем илсе пырăнаççӗ. Вӗсенчен Заинск хулинче ӗçсем вӗçленнӗ, часах Теччӗри, Ешӗлвар районӗнчи Нижние Вязовые поселокӗнчи, Алексевски райцентрӗнче, Агрыз районӗнчи Красный Бор ялӗнче, Хусанта биологилле тасату сооруженийӗсем хута каймалла. Елабугăра, Васильево поселокӗнче, Çырчаллинче, Мензеле районӗнчи Юртово поселокӗнче тата Пестрецы районӗнчи икӗ обьектра ӗçсем малалла тăсăлаççӗ. Хусанта тата тепӗр обьекта тума тытăннă.
Çавăн пекех Анат Кама районӗнчи Прости ялӗ çумӗнчи санкцилемен свалкăна рекультивацилес ӗçсене пуçланă. Çак обьект «Таса çӗршыв» федераллă программăна кӗнӗ. Ӗçсен пысăк пайне (36 пин тваткал метр лаптăкра) кăçал туса пӗтереççӗ, çитес çул свалка пулнă тӗлте рекультивацин биологилле тапхăрӗ пуçланать.

«Таса çӗршыв» проектпа килӗшӳллӗн Саба районӗнчи Шемордан ялӗнче нефтепродуктсемпе варланнă çӗре тасатӗç. Çак проектăн хакӗ 76,6 млн тенкӗ.

«Экологи» наци проекчӗ шайӗгнче Раççейӗн экологилле аталанăвӗнчи стратегилле тӗллевсене 2024 çулччен пурнăçлӗç.

Пирӗн республикăра çутçанталăка хӳтӗлес ыйтусене яланах пысăк тимлӗх уйрăлнă, экологипе бизнес та, общественниксем те кăсăкланаççӗ. Предприятисем производствосене çӗнетеççӗ, хальхи таса технологисене хута яраççӗ, хуласемпе ялсем симӗсленеççӗ.

Александр Шадриков ертсе пыракан ТР Экологи министерствин çутçанталăка хӳтӗлекен блок тавралăха хӳтӗлес мероприятисене çине тăрса пурнăçа кӗрттерет. Чи кирли – çынсем çутçанталăк çине пăхни улшăнать, вӗсем кашнин пай кӗртмеллине ăнланса пыраççӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев