Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Экологи предметне Тутарстанри ултӑ шкулта вӗрентеҫҫӗ

Хальхи вӑхӑтра иккӗмӗшпе тваттӑмӗш классен учебникӗсем хатӗр, вӗсене пичетлесе кӑларасси ҫеҫ юлнӑ

Шкул ачисен тата студентсен экологилле аталанӑвӗн проекчӗсене ТР Экологи министерствин специалисчӗсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пурнӑҫа кӗртме шутлаҫҫӗ. Министерство ҫак ӗҫсене "Экологи" наци проектне кӗрттересшӗн. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР экологипе ҫутҫанталӑк рессурсӗсен министрӗ Александр Шадриков пӗлтернӗ.
"ТР Президенчӗ хушӑвӗпе ӗҫ илсе пырӑнать, пире наука представителӗсем тӗрев параҫҫӗ. Пирӗн ученӑйсемпе, методистсемпе, преподавательсемпе эпир 5-мӗш клас вӗренекенӗсем валли учебниксем хатӗрлерӗмӗр. Иртнӗ ҫултанпа ултӑ шкулта" Экологи" предметне илсе пыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра иккӗмӗшпе тваттӑмӗш классен учебникӗсем хатӗр, вӗсене пичетлесе кӑларасси ҫеҫ юлнӑ", – тенӗ министр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев