Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Экологилле фестиваль тапранать

Ытти пултурулăх конкурсӗсемпе танлаштарсан, ку фестивалӗн куракансене экологилле воспитани парасси.

Хусанти «Хулари ачасен экологипе биологи центрӗ» тата ТР Вӗрентӳ министерствин «Республикăри олимпиада центрӗ» 2020 çулхи март уйăхӗнче шкул ачисем хушшинче VI экологилле фестиваль-конкурс ирттерме хатӗрленеççӗ. Ытти пултурулăх конкурсӗсемпе танлаштарсан, ку фестивалӗн куракансене экологилле воспитани парасси.
Конкурс программине хутшăнакансем 6-18 çулта пулмалла. Ӗçсене çак номинацисемпе хаклаççӗ: «Драма театрӗ», «Музыка театрӗ», «Агитбригада», «Миниатюра», «Ансамбль», «Вокал-соло», «Илемлӗ сăмах». 

Суйлав турне хутшăнакансем ăна «куçăн мар» майпа иртме пултараççӗ. Хутшăнас тесен заявкăна Йӗркелӳ комитетне памалла: 420061, г.Казань, ул.Космонавтов, 57, «Городской детский эколого-биологический центр, е электонлă почтăпа: gdebcorg@yandex.ru. Заявкă çумне конкурса тăратнă выступленин документаллă (монтажсăр) цифрăллă видеозаписьне СD, DVD диск çинче е флешкăпа хумалла. Электронлă почтăпа ярсан, «Ютубри» видео ссылкине çырмалла.

Вырăнта видео ӳкерме май çук пулсан, конкурса хутшăнакан коллективсем ГДЭБЦ-на пырса пултаурлăхне «Радуга» театрăн сцени çинче йӗркелекенсене кăтартма пултараççӗ (çыхăну телефонӗ 8-9178959221).  Конкурс çинчен тӗплӗнрех https://edu.tatar.ru/sovetcki/page2455.htm/page3805406.htm Сайтра вуласа пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев