Экономикăна аталантарма ятарлă центр уçнă
Самоизоляци режимӗ экономикăна палăрмаллах пырса тиврӗ. Пуринчен ытла суту-илӳ сферине пырса тиврӗ вăл. Халӗ влаçсем ăна кӗске хушăра мӗнле майпа ура çине тăратмаллине шутлаççӗ. Пӗр инструмент пур ӗнтӗ.
ТР экономика министрӗ Мидхат Шагиахметов шучӗпе Тутарстан экономикине чӗретсе ярас тесен спроса хавхалантармалла. Кун пирки вăл Андрей Кузьмина панă интервьюра пӗлтернӗ. Çак тӗллевпе республикăра маркетинг центрне йӗркелесе янă. Шалти спроса аталантарса ярас тесен ăна муниципалитетсемпе предприятисене сӗннӗ. Мӗн-ха вăл çак центр? Ахаль сăмахсемпе каласан, заказчиксемпе поставщиксем валли хатӗрленӗ площадка. Паяна ку площадкăпа 3,5 пин предприяти усă курать. Вӗсен тупăшӗ 28 миллиард тенкӗпе танлашнă. Министр шучӗпе, ку экономикăшăн питӗ лайăх инструмент.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев