Сувар

Экспертсем Путин каланӑ сӑмахӗсене сӳтсе явӗҫ

Штаб ларӑвӗ зум-конференци форматӗнче иртет

  

Хальхи вӑхӑтра https://www.youtube.com/watch?v=I9UDdLp7Eko сайтра "Атӑл" эксперт штабӗн ларӑвӗ иртет. Экспертсем Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн апрелӗн 8-мӗшӗнче иртнӗ канашлӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсене  регионсен ертӳҫисемпе сӳтсе яваҫҫӗ. Штаб ларӑвӗ зум-конференци форматӗнче иртет. 
Апрелӗн 8-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин раҫҫей регионӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттернӗ. Канашлура Путин правительствӑна бизнеса пулӑшас программӑне хатӗрлеме хушрӗ, экономикӑна чарма тата предприятисен ӗҫне чарса лартма юраманнине асӑрхаттарнӑ. Ҫӗршыв президенчӗ вируспа кӗрешес тӗллевпе бюджетсене тӑкаклама право пуррине палӑртрӗ, анчах субъектсен пуҫлӑхӗсен яваплӑхӗ пысӑк пулнине палӑртрӗ. Президент пуҫлӑхсене кашни предприяти проблемисене тимлеме ыйтрӗ.
Федераци эксперчӗсем эпидеми условийӗнчи регионсен пуҫлӑхӗсен яваплӑхӗ пысӑкланасси пирки ыйту ҫӗклӗҫ.
Онлайн-дискуссие хутшӑнакансем:
• Марат Баширов, Раҫҫей промышленниксемпе предпринимательсен союзӗнче никама пӑхӑнман директорсен Наци реестрӗн пайташӗ.
• Алексей Куртов, Раҫҫей политика консультанчӗсен ассоциацийӗн президенчӗ.
• Михаил Виноградов, " Петербург политики" фонд президенчӗ
• Аббас Галлямов, политолог
• Александр Мальевич, РФ Общество палатин пайташӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: