Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Экстремаллӑ спорт тӗсӗсемпе Урам вӑййисем иртеҫҫӗ

Урам вӑййисене хутшӑнакан спортсменсем Владивосток, Калининград, Хабаровск, Смоленск, Пермь, Волгоград, Шупашкар, Екатеринбург, Воронеж, Ижевск, Самар, Тюмень, Мускав, Саратов, Чӗмпӗр, Ӗпхӳ, Сочи, Хусан, Элмет, Ешӗлвар тата ытти хуласенчен

 

Сентябрӗн 19-20-мӗшӗсенче Хусанта Пӗтӗмраҫҫейри Урамри вӑйӑсем иртеҫҫӗ. "Урбан геймсра" 80 медаль комплекчӗ вылянать. Унта 800 ҫын хутшӑнать, вӗсем 3х3 баскетбол, велосипед спорчӗ, роллер-спорт, скейтбординг, брейкинг (ташӑ спорчӗ), футбол фристайлӗнче ӑмӑртӗҫ.
Хӗвелтухӑҫ Европӑри чи пысӑк экстрим-парк "Урам" ятлӑ, унӑн лаптӑкӗ 1,9 гектар. Обьектӑн тест-драйвне июнӗн 27-мӗшӗнче, ҫамрӑксен кунӗнче ирттернӗ. Вӑл сакӑр зонӑран тӑрать: скейт-парк, опытлӑ тата пуҫлакан спортсменсем валли икӗ памп-трек, воркаут тата паркур площадкисем, стритбол паркӗ, эйр-паркӗ, тренировка зонисем.
Урам вӑййисене хутшӑнакан спортсменсем Владивосток, Калининград, Хабаровск, Смоленск, Пермь, Волгоград, Шупашкар, Екатеринбург, Воронеж, Ижевск, Самар, Тюмень, Мускав, Саратов, Чӗмпӗр, Ӗпхӳ, Сочи, Хусан, Элмет, Ешӗлвар тата ытти хуласенчен.
ТР спорт министрӗ Владимир Леонов пӗлтернӗ тӑрӑх, ку чемпионат профессионалсен хушшинче мар, любительсем хушшинче иртет. Ӑна министерствна ӑна ирттерме Раҫҫейри спорт федерацийӗсем пулӑшаҫҫӗ тата 200 волонтер.
"Пуласлӑхра, чикӗсем уҫӑлсан, унта Европа тата Тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусем ирттерме тӗллевсем пур", – тесе палӑртрӗ Владимир Леонов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев