Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Елабугӑна Ҫӗнӗ ҫул уявлама паллӑ юрӑҫ килет

Массӑллӑ мероприятисене урамра ирттерме чару ҫук, ҫавӑнпа Елабугӑри темиҫе паркра вырӑнти ҫынсем валли савӑнӑҫ хатӗрлеҫҫӗ

Лада Дэнса астӑватри? 90-мӗш ҫулсен ҫӑлтӑрӗ декабрӗн 31-мӗшӗнче Елабугӑри Гуляй-паркра юрлама хатӗрленет.
Шишкин художникӑн тӑван хули Ҫӗнӗ ҫула уявлама хатӗрленет. "Чебурашка" паркра тӗп чӑрӑша вырнаҫтарма пуҫланӑ. Вӑл художник картинисенчи йывӑҫем пекех ҫӳллӗ пулать.
Уява йӗркелекенсен палӑртнӑ тӑрӑх, массӑллӑ мероприятисене урамра ирттерме чару ҫук, ҫавӑнпа Елабугӑри темиҫе паркра вырӑнти ҫынсем валли савӑнӑҫ хатӗрлеҫҫӗ те.
Мероприятисене Роспотребнадзорӑн мӗн пур рекомендацийӗсене шута илсе йӗркелеҫҫӗ.
Елабуга районӗн пуҫлӑхӗ Рустем Нуриев пӗлтернӗ тӑрӑх, хулана кӗнӗ ҫӗрти ҫул ункисене илемлетеҫҫӗ, Ленин лапамӗнче ярмарка ҫурчӗсене вырнаҫтараҫҫӗ, карета та кунтах таврӑнать. Лапама реконструкциличчен вӑл унтах вырнаҫнӑ пулнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X