Сувар

«Елчӗк Енӗн» редакторӗ редакцине республика хаçачӗн филиалӗ тăвасшăн мар

«Хаҫат – «коллективлӑ пропагандист тата агитатор кӑна мар, коллективлӑ организатор та» тесе ҫырнӑ В.И.Ленин. Асӑннӑ пӗлтерӗш паян та ҫухалман. Хаҫатсем, уйрӑмах районсенче тухса тӑраканнисем, ял халӑхне питӗ ҫывӑх. Вӗсенче ял пурнӑҫӗн шӑпи, кун-ҫулӗ, савӑнӑҫӗ-хурлăхӗ...», – пӗлтерет пире Чăваш халăх сайчӗ

Ҫӑмӑл мар тапхӑрта, колхозсем йӗркеленӗ ҫулсенче тухма пуҫланӑ хаҫатсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче те пӗр номер те тухманни пулман. Паян вара район хаҫачӗсем кирлӗ те пулмӗҫ-ши? Вӗсене «Хыпар» хаҫатӑн филиалӗсем тума палӑртнипе ҫапла шутлатӑп. Ҫак утӑм – йӑнӑш, вӑл пысӑк ҫухатупа – райхаҫатсем вуҫех хупӑнассипе вӗҫленме пултарӗ. Нумай редакци ура ҫинче ҫирӗп тӑрать паян, вӗсенче хӑйсен профессине чунтан парӑннисем вуншарӑн тимлеҫҫӗ. «Елчӗк ен» хаҫат редакцийӗнче те ҫаплах. Хальхи вӑхӑтра район хаҫатне кашни 4-мӗш ҫын вулать.

Районсенчи редакцисен статусне пӗтерсе филиал тусан хаҫатсен ҫухату пуххинче мӗн курӑпӑр-ха?

  1. Кӗскетнӗ штат, пӗчӗклетнӗ ӗҫ укҫи. Пӗтӗмпе те 4 ҫынран тӑракан коллектив кашни эрнере тухакан 12 страницӑллӑ издание епле кун ҫути парӗ? Унӑн пахалӑхӗ мӗнле пулӗ?
  2. Хаҫатсем хӑйсен 90 ҫуллӑхӗнче ҫирӗпленнӗ сӑн-сӑпатне, традицилӗхне ҫухатӗҫ – «хыпарланса» кайӗҫ.
  3. Ялкорсен (вӗсем ахаль те сахаллӑн) йышӗ чакӗ.
  4. Хаҫат тиражӗ самаях иксӗлӗ...

Ҫак таранччен Чӑваш Енӗн ӑс-хакӑл культури сахал мар ҫухату тӳсрӗ. Унӑн хроникине район хаҫачӗсене пӗтерсе пуянлатас марччӗ...

Николай Малышкин,

«Елчӗк ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ,

ЧНКан Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн председателӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: