Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Электромобильсем нумайлансан, заправкӑсем те пулӗҫ

Ку бизнес йӑлтах уйрӑм ҫынсен аллинче пулать

  2021 ҫултан Тутарстанра электромобильсем валли площадка 

хатӗрлеме тытӑнаҫҫӗ.

Тутарстан Президенчӗн хушӑвӗпе республикӑра централизациленӗ авӑрлав инфраструктурин программине хатӗрлеҫҫӗ, вӑл электротранспорт шутне ӳстерме пулӑшать. Ку вӑл алтернативлӑ энерги ҫӑлкуҫӗсенчен пӗри, вӑл топливо рынокӗнче стабилизацилекен фактор пулса тӑрать.

2021 ҫулччен ӗҫ ушкӑнне йӗркелеҫҫӗ, вӑл ҫур ҫула яхӑн проект хатӗрлет. Электрокарсем валли заправка станцийӗсен сетьне тӑвасси виҫӗ ҫула яхӑн тӑсӑлать.

Ку бизнес йӑлтах уйрӑм ҫынсен аллинче пулать. Ҫавӑнпа та "зарядка"  станцийӗсене бензин заправкисенче вырнаҫтарни чи анса йышӑну пулать. Анчах ҫакӑн валли ӳсламҫӑсен бизнес пайтине курмалла. 

«Сетевая компания» хӑйӗн обьекчӗсенче электрокарсене авӑрламалли системӑсем лартма хатӗрленет ӗнтӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев