Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Электронлă ипотека çăмăллăхӗсемпе 24 сехет хушшинче Тутарстанри 13 пин çын усă курса ӗлкӗрнӗ

Росеестрăн Тутарстан Республикинчи управленийӗн эксперчӗн Радик Шайхрахиевăн сăмахӗсемпе, çакă пӗр кун хушшинче ипотекăна регистрацилеме панă заявленисен шучӗпе республикăна Раççейри малта пыракан 10 регион шутне кӗртнӗ

«2021 çулхи сентябьтенпе – çак сервиспа республика территорийӗнче усă курма пуçланăранпа – ун урлă республикăри 13 пине яхăн çын заявлени панă. Ипотека регистрацилемелли электронлă заявленисен шучӗ ӳсни куçман пурлăх рынокӗнче çак услуга кирлӗ пулни çинчен калать», - тенӗ вăл.

Иртнӗ çулта Росеестр утмăл пине яхăн ипотека заявкисем йышăннă, вӗсенчен 44 проценчӗ – е 26 пинӗшӗ – электронлă майпа килнӗ. Кăçалхи икӗ уйăхра ведомствона 14 пин ытла заявлени килнӗ, вӗсенчен çурри ытла - 51% - электронлă майпа.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев