Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Елена МУСТАЕВА: «ЛИТЕРАТУРА ВĂЛ – ÇЫН ПУРНĂÇӖ»

Чăваш наци библиотекинче «Варкăш» литература клубӗн черетлӗ ларăвӗнче Елена Мустаеван «Уй варринче çинçе хăва» кӗнекине сӳтсе яврӗç.

Кăларăм 2017 çулта Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă. Унта 12 калавпа 4 повесть кӗнӗ. Вӗсенче сăнланнă ӗçсем тӗрлӗ саманара пулса иртеççӗ: ӗлӗкхи пурнăç ӳкерчӗкӗсем хальхипе ылмашаççӗ. Анчах этем чунӗ кирек хăш ӗмӗрте те телейпе юратушăн çунать. Хайлавсенчи тӗп сăнарсем темӗнле инкек-синкекре те çынлăха çухатмаççӗ, ырра шанма пăрахмаççӗ.

Тӗлпулăва Елена Мустаева писатель-журналист хăй те хутшăнчӗ. Çырма ăна пурнăç хавхалантарать иккен, чылай произведени никӗсӗнче – чăн пулнă ӗç-пуç. Елена Николаевна Чӗмпӗр тăрăхӗнчи çыравçăсен хастар ӗçӗ-хӗлӗпе те паллаштарчӗ. Вăл ертсе пыракан «Канаш» хаçат çумӗнче «Шевле» литература пӗрлешӗвӗ йӗркеленнӗ-мӗн. Калем ăстисем уйăхсерен тӗл пулса хăйсен хайлавӗсене сӳтсе яваççӗ, «Атăл юрри» альманах кăларса тăраççӗ. Пӗрре те пуç усса лармаççӗ, вăй çитнӗ таран тăрмашаççӗ, ăсталăх урокӗсем ирттереççӗ, пичетленме, пултарулăх шайне ӳстерме майсем тупаççӗ. Чăннипех те тӗлӗнмелле маттурсем!


– Чи пысăк литература вăл, чи пысăк истори – çын пурнăçӗ. Кашни çын пурнăçӗ урăхла, кашнин хăйӗн шăпи. Пӗрин вăл яп-яка, лăпкă тинӗс пек, теприн çил-тăвăллă. Хам кӗнекене илес пулсан унти хайлавсене вуласан шутсăр йӗрсе вилмелле тесе каламастăп. Эп шӳтлеме юрататăп. Çавăнпа кăларăмра та шӳтлӗ калав чылай, – терӗ Е.Мустаева.
«Тăван Атăл» журнал редакторӗ Арсений Тарасов кӗнекери хайлавсене хак панă май çыравçă ӗçӗн хăйне евӗрлӗхӗ çинче чарăнса тăчӗ:
– Писателӗн пӳрнерен ӗмсе кăларса çырма вӗренес пулать. Çавăн чухне профессионализм вăйлăрах аталанма пултарать. Пурнăçран куçарса çырни картана лартать те хăй хыççăн сӗтӗрсе, ертсе пырать. Эс хуçа мар, лару-тăру сана çапла çыртарать вара. Ун чухне чылай япалана çухатма пултаратăн е асăрхамастăн. Фантазие аталантарма пурнăçран илмелле темскерне, ыттине кăштах искусственнăйрах тумалла. Ăна аталантарса пысăкрах тема, калăпăшлăрах шухăш патне тухатăн... Чăваш литератури сăнарлă пулмалла тетчӗ Вениамин Погильдяков çыравçă. Халь чылай хайлавра ӗç-пуç мала тухать, глаголсем пуç пулса тăраççӗ. Ку çиелтен сăнлани кăна. Авторăн шалалла кӗмелле. Елена Николаевна шăпах çапла тăвать те – çын кулянăвне-пăшăрханăвне, пурнăç пирки шухăшланине тӗпе хурса ӗçлет.
Василий Кервен поэт, прозаик тата куçаруçă «Тăван Атăл» журнал редакторӗнче вăй хунă чухнех паллашнă Елена Мустаеван хайлавӗсемпе.
– «Уй варринче çинçе хăва» повесть питӗ хурлăхлă пулин те вулакансем ăна лайăх хак пани савăнтарнăччӗ. Чăнах та, тӗп сăнарăн, Санькан, шăпи чăтма çук синкерлӗ пулни нумайăшне хытă кулянтарнă. «Куççуль тăкмасăр вуласа тухаймарăм», – пӗлтерчӗ шухăшне хăшӗ-пӗри... Тепӗр повеçӗ «Айăппа асап (Ют ялта)» ятлă. Тӗне, тӗшмӗше айккине сирсе хăварсах айăплисене тупма пулать кунта. Петӗр – çăмăлттайлăхӗпе, Ирина хăйӗн телейӗшӗн çеç çуннипе асап кӳреççӗ ыттисене, – терӗ Василий Гаврилович.
Кăларăм редакторӗ Ольга Иванова хайлавсенче тӗпре чăваш хӗрарăмӗн шăпи пулнине палăртрӗ:
– Хӗрарăм кун-çулӗ нихăçан та çăмăл килмен. Чунра-юнра чăтăмлăх упранни, ырра шанни кăна малалла талпăнма пулăшаççӗ, кирек мӗнле йывăрлăха та парăнтарма вăй-хал хушаççӗ. Е.Мустаеван сăнарӗсем темӗнле инкек-синкекре те çынлăха, кăмăл çирӗплӗхне çухатмаççӗ. Вӗсен пархатарлăхӗпе тӳсӗмлӗхӗ чăннипех тӗлӗнтереççӗ.
Николай Осипов критик, литературовед малтанах Елена Николаевнăн «Тăван Атăл» журналта пичетленнӗ хайлавӗсемпе паллашнă-мӗн. Каярахпа, кӗнеке кун çути курсан, унăн пултарулăхне туллирех хак пама пултарнă.
– Уйрăм кӗнекере çыравçăн хăйне евӗрлӗхӗ курăнать. Паянхи кун чăваш литературинче ытларах хӗрарăм çыравçăсем ӗçленине кура вӗсем сентименталлăхпа анлă усă кураççӗ, çавăнпа вулакана илӗртеççӗ. Вӗсем йывăр шăпаллă хӗрарăмсем пирки çыраççӗ. Ку çапла пулмалла та пуль, анчах нихăçан кивелмен ыйтусене хускатсах çакна ӗмӗр манмалла мар шая çитерме тăрăшмалла. Елена Мустаевăн кӗнекинче вулакан хăй патне туртакан енсем пайтах, – терӗ Николай Николаевич.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн студентки Наталия Бурмистрова «Уй варринче çинçе хăва» кӗнеке тăрăх курс ӗçӗ çырма пикеннӗ-мӗн.
Светлана Константинова хастар варкăшçă хайлавсемпе хаваспах паллашни çинчен хăпартланса каласа пачӗ:
– «Шак-шак-шак!» калава вуласа тухсанах чунра çăмăл пулса кайрӗ. Йывăртараххисене тишкернӗ май кулянатăн, паллах. Сăнарсен туйăмӗсем вулакана та витереççӗ. «Эксперимент» калав мана питӗ килӗшрӗ. Çын лайăххинчен лайăхрах тăвассишӗн тăрăшса йăлт пăсса хунине курăмлă сăнласа панă кунта. Кашни хайлавӗ чӗре витӗр тухрӗ...
«Варкăш» литература клубӗн тепӗр тӗлпулăвӗ ака уйăхӗнче иртӗ. Унта Тани Юнăн «Иртнӗ кунсем-çулсем» кӗнекине сӳтсе явма палăртнă. (Ольга АВСТРИЙСКАЯ. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература