Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Элкел районӗн пуçлăхӗн амăшӗ чăваш

Элкелсене çăмăл мар Уява ирттерме. Ку тăрăхра чăвашсем кăна мар, ытти наци çыннисем те йышлăн пурăнмаççӗ.

Тепӗр енчен ку Уяв Элкел районӗнчи чăвашсемшӗн питӗ кирлӗ япала пулса тăчӗ. Ку районра пирӗн халăх çыннисем нумайăнах мар пулин те, истори справкисенчен Элкел тăрăхӗнчи чылай яла чăвашсем никӗслени паллă. Мӗн пытарасси, кунти пысăк хăвăртлăхпа вырăсланса пыракан чăвашсене каялла хăйсен чӗлхипе культури патне тавăрмалли меслет теме те пулать ăна. Ку районти аслă çулти чăвашсем те хăйсен тăван чӗлхине шкулта предмет пек вӗренмен, çавăнпа вӗсен пуплевӗ те чухăнтарах. Чăвашла калаçнă чухне хăйсем сисмесӗрех вырăс сăмахӗсене хушса хураççӗ. Анчах Хусанкай ентешӗсен ачисем пирки каламăпăр та. Шкулсенче чăвашла вӗрентеççӗ. Мӗнлерех вӗрентни – пысăк ыйту. Хăйсен ялӗсен ячӗсене те чăвашла калама йывăрланмалла мар пек ӗнтӗ 6-7 класра вӗренекенсем...

Çав вăхăтра Элкел районӗн пуçлăхӗн Александр Никошинăн амăшӗ чăваш пулнине пӗлтӗмӗр. Район Ӗçтăвкомӗн ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Сергей Балакирев та тымарӗсем чăваш пулнине пытармасть. Вӗсем иккӗшӗ те Уява чăвашла тумланса пыма хатӗрленеççӗ. Ахальтен мар-тăр çав чăваш культурин праçникӗ лайăхрах ирттӗр тесе тăрăшаççӗ вӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев