Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Элкел районӗнчи Хусанкай ялӗнчен çамрăксем тармаççӗ

Элкел тăрăхӗнчи чăвашсем авалхи йăлана манмаççӗ. Сиктӗрме-Хусанкай ялӗ патӗнчи Ӗнчӗ юханшывӗ хӗрринче июнӗн 19-мӗшӗнче Акатуй ирттерчӗç. Республикăри кашни çыннăн сӗтелӗ çинче çавра çăкăр пултăр тесе район хирӗсенче шуçăмран пуçласа каçчен тăрăшакан çӗр ӗçченӗсем çак уявăн тӗп паттăрӗсем пулса тăчӗç. Элкел районӗн пуçлăхӗ Александр Никошин вара пухăннисене чăвашла саламласа нумайăшне тӗлӗнтерчӗ.

Элкел тăрăхӗнчи чăвашсем авалхи йăлана манмаççӗ. Сиктӗрме-Хусанкай ялӗ патӗнчи Ӗнчӗ юханшывӗ хӗрринче июнӗн 19-мӗшӗнче Акатуй ирттерчӗç. Республикăри кашни çыннăн сӗтелӗ çинче çавра çăкăр пултăр тесе район хирӗсенче шуçăмран пуçласа каçчен тăрăшакан çӗр ӗçченӗсем çак уявăн тӗп паттăрӗсем пулса тăчӗç.

Районти культура ӗçченӗсем хатӗрленӗ юрă-ташă композицийӗ хыççăн Акатуй хăнисем сăмах илчӗç. Элкел районӗн пуçлăхӗ Александр Никошин пухăннисене чăвашла саламласа нумайăшне тӗлӗнтерчӗ. Ун сăмахӗсемпе, Акатуйра чăваш халăхӗн чи лайăх йăлисем курăнаççӗ. Районти пур халăх представителӗсем – вырăссем, тутарсем, чăвашсем – мӗн ӗлӗкрен пӗрле туслăн ӗçлесе пурăнаççӗ. Çакна «Хузангаевское» обществăра йӗркелесе янă ӗç те çирӗплетет. Паянхи кун ял хуçалăх отраслӗнчи малта пыракан хуçалăхсенчен пӗри чăваш ялӗнче тӗпленни те савăнтарать район пуçлăхне. Александр Никошин ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин тата район депутачӗсен канашӗн Хисеп хучӗсене парса чысларӗ.
«Звениговский» СПК председателӗ Иван Казанков палăртнă тăрăх, пӗлтӗр предприяти пӗр килограмм тырă туянмасăр 210 пин пуç сысна, 22 пин пуç мăйракаллă шултра выльăх хӗл каçарма пултарнă. Тупăш ӳснине пăхмасăрах, вăл ӗçлекенсен шалăвне ӳстерме май çуккишӗн куляннине пӗлтерчӗ: тимӗр, топливо хакӗсем ӳссе кайнă.  
«Элитлă вăрлăх туянсан та, шăваракан установкăсем ӗçлесен те ӳсен-тăран отраслӗнче çухатусем пулаççӗ, мӗншӗн тесен шăрăх кунсем тăраççӗ, типӗ пулать. Ял хуçалăх ӗçӗн ăнăçлăхӗ нумай чухне çанталăкран килет. Çапах та паян йывăрлăхсем çинчен манса Акатуя тивӗçлӗ уявлатпăр», – терӗ Иван Иванович.
Пухăннисене РФ Патшалăх Думин депутачӗ Сергей Казанков, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Сергей Павлов, «Хузангаевское» пӗрлешӗвӗн директорӗ Евгений Чугунов саламларӗç.
«Пирӗн ентеш Иван Иванович Казанков хăй вăхăтӗнче яла пӗтесрен сыхласа хăварчӗ. Сиктӗрмене те Ереп (пӗтнӗ ял) шăпи кӗтетчӗ вӗт. Юлашки 10 çулта кунта 40 аренда çурчӗ ӳссе ларчӗ, 52 çурта ял-йыш хăйӗн вăйӗпе туса лартрӗ. Çамрăксем района перспективлă тесе шутлаççӗ, хуласене каймаççӗ. Сиктӗрме-Хусанкай иккӗмӗш райцентр пулса тăчӗ», – тесе палăртрӗ Евгений Чугунов.
Гимн янăранă вăхăтра Акатуй ялавне опытлă механизатор Вячеслав Илюхин хăпартрӗ. Лапама ака паттăрӗсене йыхăрчӗç. Вӗсен хушшинче Евгений Углев, Владимир Смирнов, Ильгиз Гиниятов, Николай Феоктистов трактористсем, Светлана Ензаева, Гульфия Гараева дояркăсем, сыр заводӗнче ӗçлекен Дмитрий Жариков, Кристина Медикова, шӗвӗ çу тăвакан специалистсем Валентина Амукова, Вера Советникова тата ыттисем.
Акатуйра кӗрешӳ те, утсен ăмăртăвӗ те, концерт та пулчӗ. Çапла тăрантассене кӳлнӗ рысаксен чупăвӗ питӗ интереслӗ иртрӗ. Вырăнти хуçалăхăн орловски ăрачӗллӗ Диллер ятлă ăйăрӗ мала тухрӗ, ăна Виктор Холодилов ертсе пычӗ.
Ачасем валли те вылямалли нумайччӗ: батутсем, карусель, мороженăй. Сăмах май, «Звениговское» пӗрлешӳ туса кăларакан пылак пăра çак кун питӗ йӳнӗпе сутрӗç. Квадроциклсемпе те ярăнма пулатчӗ, кимӗсемпе те, катамарансемпе те. Кимӗпе ăмăртса мала Артем Зиньков тухрӗ, катамаранпа Денис Казанковпа Влас Аверин команди финиша пӗрремӗш çитрӗç.
Кăçал сиктӗрмесем Ӗнчӗ юханшывӗн çыранне тирпейленӗ. Кунта халӗ илемлӗ, куç умне тухса тăракан пейзаж ял-йыша савăнтарать.

Лия МАРДЕГАЛЛЯМОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество