Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Элмет хулинче пурӑнакан педиатр 3 миллион тӑракан иномарка ҫӗнсе илнӗ.

Теймур Ибрагимов креативлӑ видеосем ӳкерме юратать.

Элмет хулинче пурӑнакан педиатр 3 миллион тӑракан иномарка ҫӗнсе илнӗ. Вӑл кешбэк-сервис пирки видеопа пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнса пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Элмет ҫынни пин ытла конкурентран иртсе мала тухнӑ.

Хӑйӗн трофейне Теймур сутма шутлать, укҫине вара видео ӳкерме пулӑшакан команда членӗсем хушшинче уйӑрать.

"Эпӗ идея паракан, сценарист, режиссер. Оператор пурне те ӳкерет, менеджер актерсене пуҫтарма пулӑшать, локаци шырать. Эпӗ икӗ эрне хушши идея шырарӑм, унтан лартӑм та икӗ сехет хушшинче сценарий ҫыртӑм", - ӑнлантарчӗ Ибрагимов. Ролик социаллӑ сетьсенче вырнаҫсан кӗҫех Теймура йӗркелӳҫӗсем шӑнкӑравланӑ та наградӑлама чӗннӗ.

"Кирек мӗнле конкурсра та ҫӗнтерес тесен чи малтан хавхалану кирлӗ. Унтан сивӗ расчет тата пур условисене те тӗплӗн тишкересси. Ҫавӑн пекех ҫак конкурс кӑсӑклӑхне, вӑл мӗншӗн пулса иртнине, тӗпчемелле", - тенӗ Теймур Ибрагимов.

26 ҫулхи Теймур валли видео ӳкересси - хобби. Вӑл Хусан медуниверситетӗнчен вӗренсе тухнӑ, халӗ вара Хусанти медицина академийӗнче клиника фармакологийӗпе ординатурине иртет, анчах медицинӑра малалла ӗҫлеме шутламасть? Ӑна видеопа ӗҫлеме ытларах килешет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев