Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эльмира Зарипова ӗç рынокӗнчи лару-тăрупа паллаштарма тӳрӗ эфира тухать

Тӳрӗ эфир #ТАТАРСТАНОНЛАЙН программăра апрелӗн 8-мӗшӗнче 14:00 сехетре пулса иртет. Ăна интернетра ак çак ссылкăсемпе кӗрсе курма пулать: https://vk.com/video-85877975_456242799 [1] https://ok.ru/live/4569495641782 [2] https://youtu.be/M2IuzmqvgjQ [3]

Хальхи вăхăтра Тутарстанри ӗç рынокӗнчи лару-тăру мӗнлерех? Мӗнле профессисем паян кирлӗ? Ӗçлекенсене тӗрев парассипе Тутарстанра паян мӗн тăваççӗ? Çак тата ытти ыйтусене ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова Тутарстан Республикин официаллă ушкăнӗсенче - ВКонтакте, Одноклассники – хуравлӗ тата YouTube платформинче.

Передачăсен çуркуннехи ярăмӗ #МыВместе тата #Прорвемся хэштегсемпе хушăнать. Ку вăл Раççей çыннисем санкцисем кӗртнине пула кăткăс экономика лару-тăрăвӗнче пӗрле чăмăртаннине пӗлтерекен паллăсем.  

Программа пынă хушăра социаллă сетьсенчи кашни çын хăйне кăсăклантаракан ыйтăва пама пултарать. Чи çивӗч ыйтусене ӗç министрӗ тӳрӗ эфирта хуравлӗ, ыттисем çине польховательсем программа вӗçоенсен хурав илӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев