Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эмелсен хакӗ кунран кун ӳснине шута илсен...

Медиксем федераллӑ льготӑсем илекен ватӑ ҫынсене соцпакет суйласа илтересшӗн

«Ҫак темӑна эпир ӗнтӗ 15 ҫул сӳтсе яватпӑр. Вӑл эмелсемпе тивӗҫтерекен программа тата 2004 ҫулта льготӑсене монетизацилекен закон тухсан ҫуралчӗ.
Паян эпир тӗрӗс суйлав тумалли ҫинчен тепӗр хут аса илтеретпӗр. Эпир асламӑшсемпе кукамӑшсене ӳкӗте кӗртме пултаракан ҫамрӑксене аслисене витӗмлеме чӗнсе калтпӑр. Этем йывӑр чирлесен, ӑна хаклӑ йышши препаратсем кирлӗ пулаҫҫӗ", –тесе каланӑ журналистсене ТР сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Фарида Яркаева.
РФ Пенси Фончӗн Тутарстанри уйрӑмӗн
социаллӑ тӳлевсен пайӗн пуҫлӑхӗ Гюльсина Сабирова аса илтернӗ тӑрӑх, укҫа льготисем вырӑнне социаллӑ ҫӑмӑллӑхсем илме заявление октябрӗн 1-мӗшӗччен ҫырса памалла.
Соцпакет шутне рецептсемпе ҫырса панӑ эмел препарачӗсенчен, санаторипе курорт сиплевӗн путёвкисенчен, чукун ҫул транспорчӗпе хула ҫывӑхӗнчи (пригородный) маршрутсенче тӳлевсӗр ҫӳресси, унсӑр пуҫне сиплев вырӑнне ҫити тата каялла – хуласем хушшинчи чукун ҫул транспорчӗпе тӳлевсӗр каясси кӗреҫҫӗ.
Закон 2005 ҫултанпа ӗҫлет. Социаллӑ ҫӑмӑллӑхсене илме килӗшмен ҫынсене уйӑхсерен 889 тенкӗ тӳленет. Енчен те ватӑ ҫынсем социаллӑ ҫӑмӑллӑхсен пакетне суйласа илес пулсан, врач рецепчӗпе илекен медицина препарачӗсен шучӗ чикӗсӗр.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев