Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫемьери воспитани пӗрремӗш вырӑнта пулмалла

ТР Общество палатин Председателӗ ҫак тӳрлетӳсем пӗтӗмӗшле тӑнӑҫлӑха тата граждансен яваплӑхне ӳстерӗ тесе шутлать

РФ Конституцийӗнчи социаллӑ пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ тӳрлетӳсем Раҫҫейри ҫемье аталанӑвӗ ҫине усӑллӑ витӗм кӳрӗҫ, ҫемьери воспитанин приоритетне ҫирӗплетӗҫ.
Ҫак шухӑша "Татар-информ информаци агентствинче ТР Общество палатин председателӗ Зиля Валеева каланӑ.
"Тӳрлетӳсен социаллӑ пакечӗ пӗтӗмпех ҫемьене тӗрев парас тесе ҫырӑннӑ. Ман шутпа, вӗсене йышӑнсан, тӗрев парсан, ӗҫе кӗртсен, мӗн пур тӳрлетӳсем ҫемье пурнӑҫне лайӑхлатмалла", – палӑртнӑ Валеева.
Конституцие кӗртнӗ тӳрлетӳ ҫӗршывра ҫемье воспитанийӗн приоритетне ҫирӗплетет. Пӑхакансӑр тӑрса юлнӑ ачасен ашшӗ-амӑш яваплӑхне хӑй ҫине патшалӑх илет.
Пӗр енчен кунта сӑмах патшалӑх учрежденийӗсем ҫинчен пырать, ҫав вӑхӑтрах усрава илес практика та анлӑ сарӑлнӑ.
"Патшалӑх тӑлӑхсен проблемисенчен пӑрӑнмасть, ҫав вӑхӑтрах вӑл граждансене те "ан пӑрӑнӑр" тет",– палӑртнӑ Зиля Рахимьяновна.
ТР Общество палатин Председателӗ ҫак тӳрлетӳсем пӗтӗмӗшле тӑнӑҫлӑха тата граждансен яваплӑхне ӳстерӗ тесе шутлать.

  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев