Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Енчен те сирӗн шухăша йышăнмаççӗ-тӗк, вăйпа йышăнтармалла мар

Эрнелӗх гороскоп 19.09 – 25.09

ТАКА 21.III-20.IV

Ку эрнере кану, юрату сирӗн пуçра. Пӗччен Такасем çак кунсенче романтикăлла тӗлпулусенче, çулçӳревре вăхăта ирттереççӗ, çемьеллисен мăшăрӗпе хутшăнусем пăсăлаççӗ. Мӗншӗн тесен юратнă çыннăр асăрхаттарса каланине илтме йывăр халь сире.  

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Кил-çуртăра хăтлăрах тума тăрăшмалла çак кунсенче. Çемйӗрте хутшăнусем лайăх, çавăнпа килти ӗçсене пӗрле канашласа пурнăçлани аван. Хăна-вӗрле пухма та меллӗ вăхăт халь. Сывлăх йăшма пултарать Вăкăрăн, çакă самай кăмăла хуçӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Таврари çынсемпе кăмăлтан калаçас туртăм ӳсет. Енчен те кӳршӗрсемпе хирӗçнӗччӗ-тӗк, мирлешме меллӗ çак кунсенче. Çав вăхăтрах юратакан  Йӗкӗрешсен лару-тăру лăпкă мар. Савнийӗрпе пӗр чӗлхе тупма йывăртарах.

РАК 22.VI-22.VII

Лăпкăн пӗччен ларса шутлас, канас килет сирӗн. Отпускри Раксен пӗр-пӗр санаторие кайни усăллă пулӗ. Детективсем вулама, эзотерика литературипе паллашма аван вăхăт халь. Ракăн ашшӗ-амăшӗпе хутшăнусем йывăрланаççӗ, çемйинче хирӗçӳсем тухаççех.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Ку тапхăрта юлташăрсемпе, хăвăрпа пӗр шухăшлисемпе тӗлпулусем кӗтеççӗ. Пӗр-пӗр тусăр çуралнă куна е туя чӗнет, ан юлăр. Социаллă сетьсенче хутшăнусем ӳсеççӗ – хăвăра интереслентерекен ыйтусемпе пӗр шухăшлисене тупатăр. Анчах малтанах тавлашусем те сиксе тухӗç.

ХӖР 23.VIII-22.IX

Хăвăр шухăшăра вăрттăнлăхра тытни тӗллевӗре пурнăçлама пулăшать. Çак эрне аçăр-аннӗрпе килӗшӳ тума аван вăхăт. Енчен те Хӗрӗн саккун хуралçисемпе хутшăнусем япăх-тăк, сумлă çынсем ыйтăва татса пама пулăшӗç. Укçа-тенкӗ пирки те çакнах каламалла. Укçа çуккипе пит аптратăр-тăк, кӗçех пулăшу сӗнекен тупăнӗ. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Çулçӳреве тухни сирӗн тавракурăма самай анлăлатӗ. Çӗнӗ вырăнсем, çынсем хăвăрта гармони тупма пулăшӗç. Çав вăхăтрах çемйӗр çине тимлӗх уйăрма ан манăр – çывăх çыннăрсемпе ăнлану çухалма пултарать е кил-хуçалăх ыйтăвӗсем çивӗчленӗç. Çаксем пит тарăхтарсан та чăтăмлăрах пулăр. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Çак кунсенче сывлăх çине ытларах тимлӗх уйăрмалла. Пӗчӗк сурансем те кăмăлăра хуçаççӗ халь: кам-тăр, мӗн-тӗр сире ура хурса пынăнах туйăнӗ. Скорпион хăйне шанми пулса пырать. Çав вăхăтрах савăнас кăмăл ӳсессине те систереççӗ çăлтăрсем. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Çемьеллисен мăшăрӗпе килӗшӳ, юрату. Савнă çыннăр сире савăнтарать, эсир пӗр-пӗриншӗн çуралса çитӗннине тепӗр хут ӗненсе шанатăр. Çемйӗр çирӗп пултăр тесе пӗтӗм вăйран тăрăшатăр. Çав вăхăтрах творчество çыннисемшӗн тапхăр пит ăнăçлах мар, ача-пăчаллă Ухăçăсен çамрăк ăрăва сăнасах тăмалла. Юлташăрсемпе хирӗçесрен асăрханмалла.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Çак кунсенче сывлăха тимлӗх уйăрмалла. Медицина тӗрӗслевӗсем, сиплевсем ирттермелле. Май пулсан санаторие каймалла. Ӗçтешӗрсемпе, çывăх çыннăрсемпе çемçерех пулăр. Енчен те сирӗн шухăша йышăнмаççӗ-тӗк, вăйпа йышăнтармалла мар.  

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Халь юратура та, çемьере те ырлăх сирӗншӗн. Çемьеллӗ Шывтăканăн хутшăнăвӗсем çӗнӗ вăй илнӗн тата çирӗпрех пулаççӗ. Çăлтăрсем сире урамра асăрхануллăрах пулма хушаççӗ, уйрăмах руль умӗнче ларакансене пырса тивеççӗ ку сăмахсем.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Эрне çемьере сиксе тухакан ыйтусене татса парсах иртсе каять. Кил-çуртăра тӗплӗн тасатнинчен пуçлăр тапхăра. Çакăн хыççăн Пулăсем хăйне аванрах туйӗç. Сад пахчинче тăрăшса ӗçлени кăмăлăра çӗклӗ. Çемьери çынсем те çак кунсенче хăвăр пекех йӗрке тăвассишӗн тăрăшаççӗ, хутшăнусем те лайăхланӗç. Апла пулин те шутланине пӗтӗмпех пурнăçлама пӳрмен çак кунсенче – укçа-тенкӗ çителӗксӗррипе çыхăннă ку.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев