Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Енчен те перепись тума килнӗ çын ман çинчен тӗрӗс мар çырчӗ пулсан, мӗн тумалла?

Ку ыйту хăйсен наци уйрăмлăхне кирлӗ пек çыртарас текен çынсене хумхатать. Чи малтан переписчик сиртен илнӗ даннăйсене блокнот е хут çине мар, тӳрех планшет çине çырнине пăхмалла. Йӗрке тăрăх, вăл даннăйсене тӳрех ятарлă электронлă хатӗр – планшет - çине кӗртмелле.

Унсăр пуçне переписчик хуравлама пулăшмалла мар. Енчен те перепись ирттерекен çын «хӗсӗнме» пуçларӗ-тӗк, фото е видеофиксаци тумалла. Çавăн пекех çынсен планшета кӗртнӗ информацие тӗрӗслеме ирӗк пур. Даннăйсем тӗрӗс пулнине курса ӗненсен тин «Завершить» кнопка çине пуса ыйтмалла.

Енчен те эсир переписчик сирӗн çинчен тӗрӗс кăтартусем çырмарӗ тесе иккӗленетӗр пулсан, вӗсене «Патшалăх услугисен» сайтӗнче харпăр пӳлӗмре тӗрӗслеме пулать.

Переписчик йӗркене пăсни çинчен Пӗтӗм Раççейри халăх çыравӗн «хӗрӳ линине» 8 (800) 707-20-20 номерпе ирхине 9-тан пуçласа каçхине 9-чен шăнкăравлама пулать.

Нарушительсене административлă явап тыттарма пултараççӗ. Уйрăм çынсене 2-6 пин тенкӗ таранччен штрафлама пултараççӗ, должность йышăнакан çынсене 10-20 пин тенкӗ таран, юридици сăпачӗсене – 60-100 пин тенкӗ таран штраф кӗтет.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев