Сувар

Ентешлӗх тутарстансене виҫӗ чӗлхепе саламларӗ

Салам сӑмахӗсем вырӑсла, тутарла, чӑвашла янӑрарӗҫ

 

Районсен Хусанти ентешлӗхӗсенчен Пӑва ентешлӗхӗ тутарстансене чи малтан 100 ҫулхи юбилейпе саламларӗ.
Тутарстан тӗп хулинчи Кремль ҫывӑхне ентешлӗх пайташӗсем маскӑсемпе перчеткесем тӑхӑнса килчӗҫ. Социаллӑ дистанци ҫинчен те манмаҫҫӗ вӗсем, хӑрушсӑр хутлӑха пӑхӑнса тӑрса тухрӗҫ.
Малтан Ентешлӗх президенчӗ Ирек Закиров салам сӑмахӗсене каларӗ. Вӑл паянхи Тутарстана Раҫҫей ертӳҫисем пысӑка хурса хакланине палӑртрӗ.
Ентешлӗх президиумне кӗрекенсем тӑван район аталанӑвӗ республикӑна  йывӑр ҫулсенче ура ҫине тӑма пулӑшнине асӑнчӗҫ. Пысӑк тыр-пул тухӑҫӗ, промышленность предприятийӗсем ӗҫлени хальхи вӑхӑтра та Пӑва районне Атӑл леш енчи муниципалитетсен хушшинчи экономика локомотивӗ вырӑнӗнче хӑварать.
Апла пулсан, ҫулсем тӑршшӗпе ӳссе пынӑ тӑрӑшулӑх, туптанса пынӑ ӑсталӑх, ҫирӗпленсе пынӑ халӑх туслӑхӗ мӗнле тӗрӗслӗхрен те тивӗҫлӗн тухма май парать. Ҫапла пултӑрах!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: