Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ентешсен форумӗ ентешсен шутӗнченех иртет пулмалла

Чăваш Республикин Кунӗ тӗлне июнӗн 23-24-мӗшӗсенче Шупашкар экономика форумӗ иртет. Унта тӗрлӗ шайри бизнесменсене чӗннӗ. Çав вăхăтрах Чăваш наци конгресӗ Ентешсен форумне ирттерет

«Раççей Федерацийӗн регионӗсенчи тата ют çӗршывсенчи чăваш наципе культура пӗрлешӗвӗсен чăваш культурине тата чӗлхине упрас тӗлӗшпе чи лайăх тӗслӗхсем» темăпа иртекен семинар уяв программинче пӗлтерӗшлӗ вырăн йышăнать пулмалла. Канашлăва хутшăнакансен хăйсемпе пӗрле вырăнти чăваш наципе культура пӗрлешӗвӗн ӗçӗ-хӗлӗ çинчен каласа паракан буклетсем, кӗнекесем, брошюрăсем, сăнӳкерчӗксем илсе пымалла. Ентешсен форумӗ «Амазония» паркӗнче вырнаçнă курав залӗнче 10.00 сехетре пуçланать. 

Йыхрав хутӗнче çакна та палăртнă: апатланупа вырнаçу (çул укçи пирки каламастпăр та) йăлтах форума килекенсен хăйсен шутӗнчен пулать.

Хăнана апла чӗнекен марччӗ чăвашсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев