Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЕНТЕШСЕН ПАТТĂРЛĂХНЕ МАНАР МАР

Вӑрçă хирӗнче пуç хунисене манмалла мар, çитӗнекен ăрăва вӗсен харсăрлăхӗ çинчен тăтăшах каласа памалла

Кăрлачăн 27-мӗшӗ пирӗн çӗршыв историйӗнче паллă кун – 1944 çулта Ленинград блокадине сирнӗ. Кăçал çав кун П.В.Дементьев музейӗнче «Ăшă çурт» социаллă приют воспитанникӗсемпе «Таня Савичеван дневникӗ» хăюлăх урокӗ ирттертӗмӗр.

Ачасем «Пурнăç çулӗ» çинчен пӗлчӗç, Таня Савичева çамрăкăн историйӗпе тата унăн дневникӗпе паллашрӗç, унта вăл хăйӗн тăванӗсем вилни çинчен çырса пынă. ​

Ленинграда хӳтӗлекенсен хушшинче пирӗн ентешсем те пулнă. Упи тăрăхӗнчен 67-ӗн Ленинград хулине ирӗке кăларнă çӗре хутшăннă, 24-шне «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланă.

Ленинград блокадине сирнӗренпе 77 çул иртсен те, историе, вăрçă хирӗнче пуç хунисене манмалла мар пирӗн, çитӗнекен ăрăва паллаштарсах, вӗрентсех пымалла. Ачасем хăюлăх тата тӳсӗмлӗх кăтартнă ентешсен паттăрлăхӗпе мăнаçланмалла тесе пӗтӗмлетӳ турӗç. Халăх паттăрлăхӗ ачасен чӗринче яланлăхах юласса шанас килет.

Нарăсăн 2-мӗшӗнче Çӗнӗ Упи шкулӗнчи 6-мӗш класра вӗренекенсемпе П.Дементьев музейӗнче «Сталинградри 200 кун та каç»​ паттăрлăх урокӗ ирттертӗмӗр. Сталинград патӗнчи çапăçу – 1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчи пысăк çапăçусенчен пӗри. Ачасем Сталинградра хӳтӗлевпе штурм мӗнле пурнăçланса пыни, Мамай курганӗшӗн вирлӗн çапăçни, Павлов çуртне паттăрла хӳтӗлени çинчен пӗлчӗç.

Сталинград патӗнчи çапăçăва Упи тăрăхӗнчен 41 ентеш хутшăннă, 19 фронтовика «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланă. Вӗсенчен 22-шӗ çуралса ӳснӗ тăван ене, шел пулин те, каялла таврăнайман.

Ачасем «Сталинград патӗнчи çапăçу» документлă фильм пăхрӗç, хăтлавпа паллашрӗç, викторина ыйтăвӗсене хуравласа хăйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗç.

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев