Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ентешӗмӗрӗн Елена Аксупин çӗнӗ кӗнеки тухрӗ

Пурнăçра кашнин хăйӗн телейӗ, савăнăçӗ, хурлăхӗ. Кирек мӗнле пулăма та тӳссе ирттерме çирӗп кăмăл тата ырă пулни кирлӗ. Шăпах çапла пулса тухнă та Елена Аксупи çыравçăн хайлавӗсенчи сăнарсем. Çак кунсенче Чăваш кӗнеке издательствинче унăн кăларăмӗ пичетленсе тухрӗ, «Пилеш куççулӗ» ятлă вăл. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Ирина Калентьева.

Кӗнекене пурӗ вун тăватă калав кӗнӗ. Автор кашни сăнар валли йывăр тӗрӗслев хатӗрленӗ, çавăнпа та кăларăмри сюжетсем асра юлаççӗ, шухăша яраççӗ. Калавсен пуххи «Хура куç» ятлă хайлавпа пуçланать. Унти тӗп сăнар – Саша ятлă çамрăк ача. Кӗлеткипе те чипер хăй, кăмăлӗ те ырă, анчах вăл... сӗм суккăр. «Вуçех курман куçӗ хăш-пӗр чухне çеç тӗлӗнтермӗшсем кăтартать: каччă умне тӗтреллӗ йăрăм-ярăм ӳкерчӗк тухса тăрать. Çывăх çыннисене сассинчен, уттинчен паллать вăл. Килтисене пӳлӗм алăкне кам епле шакканинченех уйăраять», – тесе паллаштарать унпа автор. Каччă çутçанталăк кӗввисемпе киленме кăмăллать, çутă ӗмӗтсемпе пурăнать. Паллах, чи пысăк ӗмӗчӗ унăн – куçлă пуласси тата... гитара калама вӗренесси. Анчах пурнăçа кӗрейӗ-ши вăл кӗтни?

«Çул кукринчи тӗлпулу» калаври Йăван вара хăйӗн юратăвне кӗрхи сивӗ çанталăкра çул кукринче тӗл пулать. «Мӗн ку? Умра çул çинче тем шурă мӗлке, çутă япала мӗлт! турӗ. Унтан – тепре.

Пăхатăп та – кам-тăр алă çӗклет иккен. Чарăнма ыйтса икӗ аллипе те сулать. Машинăна хирӗç килет вăл. Урапа айне лекме вуçех те хăрамасть... Умра çап-çамрăк хӗр тăрать. Вӗлтӗр-вӗлтӗр çуллахи кӗпепе кăна хăй. Çара пуç, çара уран. Лачкам йӗпеннӗ. Шăнса ӗнтӗркенӗ. Тăр-тăр чӗтрет». Мӗнле инкеке лекнӗ-ши хӗр? Хăйӗн нуши çинчен пике качча тӳрех каласа памасть. Çак тӗлпулу кӗçех Йăван пурнăçне тӗппипех улăштарать.

«Пурнăç парни» хайлаври Аллăн та шăпи йывăр килсе тухать – Шупашкарта пир-авăр комбинатне ӗçе вырнаçнăскер пӗррехинче, юрлă-çумăрлă кӗркунне, машина айне пулать – ӳсӗр водитель ăна çаклатса инçе сӗтӗрсе каять. Телее, хӗр чӗрӗ юлать, анчах... унăн сăн-пичӗ пăхма хăрушă, куçӗ те нимӗн те курмасть. Çакăн пек сăн-питпе мӗнле пурăнмалла-ха? Çапах та хӗр вăй тупатех, малаллах пурăнать, мӗншӗн тесен чи çывăх çын – амăшӗ – аманнă хӗрӗшӗн пӗтӗм пурнăçне парать, уншăн çеç кун кунлать. Пурнăçра усалли çеç мар, ырри те пурах – Аллăна савнă çынпа пӗрлешме Турă пӳрнӗ иккен. Туй пынă вăхăтра уява Алла патне кӗтмен хăна пырса кӗрет. Кам-ши вăл?

Çак ыйтусен хуравӗсене вулакан çӗнӗ кăларăмпа паллашсан пӗлӗ, «Пилеш куççулӗ» кӗнеке тӗнчине путса сăнарсемпе пӗрле пăшăрахнӗ те, савăнӗ те. Çыравçăн чӗлхи пуян та илемлӗ. Чи пахи – Елена Аксупи сăнарӗсем кирек епле йывăрлăха лексен те чунӗпе ырă юлаççӗ.

Автор çинчен

Елена Аксупи (Елена Геннадиевна Алексеева) 1973 çулхи кăрлачăн 28-мӗшӗнче Тутарстан Республикинчи Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче çуралнă. 1995 çултанпа, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче чăваш филологийӗпе культура факультетне пӗтернӗренпе, Ульяновск облаçӗнчи чăвашсем валли тухса тăракан «Канаш» хаçат корреспондентӗнче, 2018 çултанпа пай пуçлăхӗнче вăй хурать.

Малтанхи хайлавӗсем шкулта вӗреннӗ чухне «Пионер сасси», Аксу районӗнчи «Ял пурнăçӗ» хаçатсенче, «Хатӗр пул» журналта пичетленнӗ. Студент çулӗсенче çырнисем «Хыпар» хаçатпа «Ялав» журналта кун çути курнă. Елена Аксупи хайлавӗсем хальхи вăхăтра «Сувар» хаçатра, «Шурăмпуç» журналта (Хусан), тăван «Канаш» хаçатпа «Атăл юрри» журналта (Чӗмпӗр), «Урал сасси» хаçатра (Пелепей, Пушкăртстан Республики), «Чăваш хӗрарăмӗ» хаçатра, «Тăван Атăл» журналта (Шупашкар) тăтăшах пичетленеççӗ.

Вăл – Раççей Федерацийӗн Журналистсен (2000), Писательсен (2019) союзӗсен пайташӗ. «Телей çăлтăрӗ хыççăн» (2006), «Каснă чӗлӗ» (2015), «Пехил» (2021), «Кил умӗнчи лаша» (2023) кӗнекесен авторӗ. «Пилеш куççулӗ» вара Елена Аксупин пиллӗкмӗш кӗнеки. 

 

Любовь ЛЕВАЦКАЯ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев