Сувар

Эпӗ Гагарин хӗрӗпе паллашни.

Эпӗ 1983-1985 çулсенче Гагарин хулинче хӗсметре тăтăм. Пӗчӗккӗ çeç хула, пӗр вӗçӗнчен тепӗр вӗçне 15 минутра тухма пулатчӗ. 15 пин çын пурăнать. Клушино ялне çити марш-бросок туса Гагарин пуссинчен шыв ӗçeттӗмӗр. Юрий Гагаринăн пиччӗшӗ Валентин пирӗн «Военторгра» час-час тавар туянатчӗ

Эпӗ 1983 - 1985 çулсенче Гагарин хулинче хӗсметре тăтăм. Пӗчӗккӗ çeç хула, пӗр вӗçӗнчен тепӗр вӗçне 15 минутра тухма пулатчӗ. 15 пин çын пурăнать. Клушино ялне çити марш-бросок туса Гагарин пуссинчен шыв ӗçeттӗмӗр. Юрий Гагаринăн пиччӗшӗ Валентин пирӗн «Военторгра» час-час тавар туянатчӗ.  

Пӗррехинче мана пуçласа КППна тăратрӗç. Пӗр арçын «Военторга» иртесшӗн. Эпӗ, унăн пропускӗ çуккипе, лавккана ирттермеп. Хайхискер каялла каясшăн мар. Чаçри дежурнăя йыхăрма тӳр килчӗ. Офицер ăна лавккана çити ăсатса хăварчӗ. Мана вара çaк офицер, подполковник: «Гагарин космонавтăн пӗртăванне те паламастăн», – тесе вăйлă вăрçрӗ. 

Çакăн хыççăн космонавтăн пиччӗшӗ КППран иртнӗ чух яланах «смирно» тăрса, чыс парса ирттерсе яраттăм. 

Эпӗ Aндропов вăхăтӗнче хӗсметре тăнă. Пире час-часах вокзалсене, аэропортсене, кӳршӗ хуласене тӗрӗcлеме яратчӗç. Пӗрре çапла Щадов прапорщикпа патруль машини çине лартăмăр та тухса кайрăмăр. Гжать çырми хӗрринче хӗрачасем пикник йӗркеленӗ. Ӗç вăхăтӗнче. Хӗрсенчен  документсем кăтартма ыйтатпăр. Докуменчӗсем çук. «Киле хăварнă», – теççӗ. Пирӗн патруль начальникӗ хӗрсене кузов çине хăпарма ыйтать. 

Пӗр хӗрӗ: 

– Эпӗ Гагарин хӗрӗ, Лена. Асанне патне хăнана килтӗм. Кунта юлташ хӗрcемпе, тăвансемпе девичник тăвас терӗмӗр, – тет. 

-Нимӗн те пӗлмеп. Комендатурăра кам иккене пӗлӗпӗр те тăванăрсем документсем илсе килсен ярăпăр, – терӗ Щадов, хӗрсене кузов çине хăпартрӗ. 

Комендатурăна çитсен хӗрсене анма пулăшрăмăр. Лена теекеннине йăтса антартăм. Шадов прапорщик: 

– Авлан. Хитре хӗр, – тет.  

– Каккуй авланма... Ман яла таврăнмалла... – тетӗп. 

– Мускавра пурăнан. Ялна 200 çyхрăм çывăхрах пулать. 

– Çук, çук. Ун чухне нихăçaн та яла таврăнаймăп... 
Шадов пурпӗр хăпасшăн мар: 

– Çaк качча адресна пар, – тет хӗре шӳтлесе. 

– «Звездный город, Гагариной Елене Юрьевне» тесе çыр. Мана унта пурте пӗлеççӗ, – тет Лена текенскер. 

Унчен те пулмарӗ – комендант чупса килчӗ. Хăй кăвакарса кайнă. 
Щадова: «Эсӗ мӗн хăтланан?! – тесе вăрçaть. – Гагарин хӗрне ма кунта илсе килтӗн? Горкомран шăнкăравлаççӗ: «Ăçтан илсе килнӗ, çaвăнта леçce хăварăр. Каçaру ыйтăр», – теççӗ.  

Хӗрсене машинăпа ăcaтрӗç. Гагарин хӗрне урăх курманччӗ. Халь телевизорпа ăна кăтарткалаççӗ. Кремльте музей заведующийӗ пулса ӗçлет. Эп салтакра чух курнă пике чăнах та Гагарин хӗрӗ пулнă иккен. Эпӗ вара хӗсмет вăхăчӗ иртсен яла таврăнтăм. 

Евгений ИЛЮХИН (Çарăмсан районӗ, Кивӗ Шешкел).

Е.Илюхин архивӗсенчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: