Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эп писательсен ретне тăратăп тесе нихçан та шутламан

Анчах çырас туртăм çакăнта илсе çитерчӗ

Пирӗн редакцин черетлӗ хăни – Ульяновск хулинче пурăнакан Николай Ларионов-Йӗлмел çыравçă. Вăл ачаранпах çырма юратнă, чăваш чӗлхипе литературине уйрăмах килӗштернӗ. Пиллӗкмӗш класс пӗтерсен районти «Çӗнӗ çул» хаçатра унăн пӗрремӗш заметки тухнă. Водительте ӗçленӗ вăхăтра та Николай Николаевич сăвăсемпе калавсем шăрçаланă. 1989 çултанпа «Канаш» хаçатра пичетленме пуçланă. 2013 çулта ачасем валли çырма тытăннă. 2016 çулта вара Чăваш кӗнеке издательствинче унăн «Вут хӳре» калав пуххи кун çути курнă. Каярахпа «Шураçка» кӗнеки малтан чăвашла, унтан чăвашла тата вырăсла пичетленнӗ.

«Ман шутпа, çыравçăсен ачасене пурнăçа ăнланма, ырăпа усала уйăрма вӗрентекен хайлавсем ытларах çырмалла. Хамăрти ырă туйăмсем, пурнăçа пӗлни çамрăк ăрăва çывăх пултăр. Ăрусен çиппи татăлмалла мар, çынлăх аталанса пымалла», – палăртать Н.Н.Ларионов-Йӗлмел.

– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Кӗнекесене ăслă-тăнлă, пурнăçра хура-шур курнă çынсем çыраççӗ. Çавăнпа та вӗсенче пурнăç опычӗ, халăхăн иртнӗ кун-çулӗ курăнать. Çаксем хальхи вулакансене малалла тӗрӗс çул хывма пулăшаççӗ, пурнăçра мӗн вăл шурă, мӗн вăл хура пулнине кăтартаççӗ, ырăпа усала уйăрса илме пулăшаççӗ. Эпӗ ӗмӗр тăршшӗпе кӗнеке туянатăп, пухатăп. Пӗтӗм хваттер кӗнекепе тулса ларнă, шучӗпе пинрен те иртсе кайнă пуль. Çавăнпа темиçе çул каялла хам кӗнекесене çынсене, шкулсене, библиотекăсене, архивсене пама, салатма тытăнтăм. Тăван ялти шкула кăна миçе михӗ илсе каймарăм пуль! Ытти çынсем те, уйрăмах çамрăксем, кӗнекепе туслашчăр тетӗп.
Эпӗ ачаранах хаçат-журнал, кӗнеке вулама юратнă. Шкулта вӗреннӗ чухне Леонид Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă», «Ылтăн вăчăра», Алексей Талвирăн «Пăва çулӗ çинче» кӗнекисене тата ыттисене кăсăкланса вуланине астăватăп. Содержанине паян, паллах, йăлтах астумастăп, çавăнпа тепре вулас кăмăл пур-ха вӗсене. Кӗнеке вуланă чухне пӗтӗм япала çинчен манса каятăн, сăнарсен пурнăçӗпе пурăнма тытăнатăн. Эпӗ пӗр кӗнекене эрни-эрнипе тăсса вулама юратмастăп: ун пек содержанине мансах пыратăн, хулăн пулсан та темиçе кунта вуласа пӗтерме тăрăшатăп. Мӗн чухлӗ ăс кӗнекесенче!
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Пурăна киле эп те пурнăçра тăвар çисе куртăм, хам мӗн урлă каçнине, мӗн пӗлнине çамрăк ăрăва пӗлтерес килчӗ. Эпӗ тунă йăнăшсене ан туччăр, çамрăклах ырă япаласене ăса хывччăр тетӗп. Кăна эпӗ ачасем валли хам çырнă кӗнекесем пирки калатăп.
Çырма хавхалантараканни – шалти туйăмсем. Туйăмӗсем тӗрлӗрен пулма пултараççӗ – тӗлӗнни, тарăхни, юратни, ӗмӗтленни, ырă сунни... Хам туйнине çынсене каласа парас килет. Хăш-пӗр япалана вун-вун çул йăтса çӳретӗн, хут çине çырса хумасăр сана вăл пурпӗрех ямасть. Сăмахран, эпӗ пӗчӗк чухнех хамăр кас ачисем хире кайса тилӗ шăтăкне чавнине, çурисене килне илсе килнине илтнӗччӗ. Каçпа вара тилли яла килсе мунча пăлтăрӗ айне чавса кӗнӗ те çурисене илсе кайнă. Çак сюжета хамра 45 çул йăтса çӳрерӗм, çапах та темиçе çул каялла çырса «Вут хӳре» кӗнекене кӗртрӗм.
Эп писательсен ретне тăратăп тесе нихçан та шутламан, анчах çырас килни темле майпа çакăнта илсе çитерчӗ. Юнра пур пуль вăл. Ман аннен тетӗшӗ – Петя кукка – çамрăк чухне кун кӗнеки çырса пынă тет, унта вăл ялта пулса иртнӗ шӳтлӗ япаласене çырса хунă тет. Те çавăнтан куçнă мана? Шкулта 5-мӗш класрах сăвăласа çырма пикентӗм, район хаçатне заметкăсем ярса параттăм, вӗсем пичетленетчӗç. Çитӗнсе çитсен вара ку япалапа пӗр вăхăт аппаланман, анчах Чӗмпӗрте чăвашла «Канаш» хаçат тухма тытăнсан, эп ун чухне вăтăр çултаччӗ, çак япала кăкăртан çӗнӗрен тапса тухрӗ.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Ухсай Яккăвӗн философиллӗ сăввисем, поэмисем кăмăла каяççӗ. Çаплах Çеçпӗл Мишши, Константин Иванов, Валентин Урташ, Митта Ваçлейӗ, Анатолий Юман, Юрий Сементер, Петӗр Яккусен, Сергей Есенин сăввисене кăмăлласа вулатăп. Омар Хайям пирки каламасăрах паллă ӗнтӗ. Кунта списока татах та тăсма пулать.
Прозаиксенчен Антон Чехов, Юрий Скворцов, Анатолий Емельянов, Эрнест Хемингуэй, Джек Лондон, Никифор Мранькка хайлавӗсене вулама кăмăллă. Кипеч прози – чăвашлăхпа çыхăннă философиллӗ хайлавсем – питӗ усăллă тесе шутлатăп.
– Юратнă кӗнеке.
– Ача чухнехине каларăм ӗнтӗ. Журналистра ӗçлеме тытăнсан çынсем сӗннипе Джек Лондонăн «Мартин Иден» романне вуланăччӗ, çавă кăмăла кайнăччӗ. Тӗп сăнарăн пурнăçӗ манăннине аса илтерчӗ. Эп те, Мартин Иден пек, вăтам шкул хыççăнах аслă шкула вӗренме кайман, тӗрлӗ çӗрте производствăра вăй хунă, çав вăхăтрах çырма хăтланнă. Заводра станоксен операторӗ, шкулта кочегар тата завхоз, тӗрлӗ предприятисемпе организацисенче слесарь, строительство маçтăрӗн ӗçӗсене пурнăçланă... Çаплах вунă çул шофер пулнă, автомашинăпа çӳренӗ.
– Май пулнă-тăк, мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Май пулсан эпӗ Ухсай Яккăвӗпе курса калаçнă пулăттăм, вăл – тӗплӗ тата анлă шухăшлакан çын, талантлă поэт. Яков Гаврилович пӗр вăхăт Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче те ӗçленӗ, çак вăхăтри пурнăç çинчен ыйтса пӗлнӗ пулăттăм. Чăваш литературин никӗсӗ умӗнче тăнă Çеçпӗлпе тата Ивановпа калаçас кăмăлăм та пур. Мӗнлерех майпа çырнă-ши вӗсем хăйсен пӗтӗм халăх пӗлекен хайлавӗсене? Вӗсене никам та çул кăтартакан пулман вӗт.
– Пурнăç девизӗ.
– Класри «Гайдаровец» стена хаçатӗнче (эпӗ унăн редакторӗччӗ) отряд девизне пысăк саспаллисемпе çырса хунăччӗ: «Çынсене ырă ту». Те çакă пулăшрӗ, те хам çавнашкал – пӗтӗм пурнăç çак девизпа иртет темелле. Мӗнпе май пур – çавăнпа çынна пулăшмалла. Чылай каярах пуçа тата тепӗр шухăш пырса çапрӗ – усă тăваймасан та çынсене сиен тăвас марччӗ. Анне те: «Çынсене усал ан ту, хăвна та ан мăшкăллаттар», – тетчӗ.
Пӗтӗм пурнăç ырă çинче тытăнса тăрать: ырă туйăм, ырă сунăм, ырă сăмах, ырă ӗç... Çавăнпа та çынсен ырă ӗçсем туса çак пурнăçра ырă йӗр хăвармалла.
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– «Канаш» хаçатра ӗçлеме тытăнсанах кашни сăвва Анатолий Юман тишкерсе тухатчӗ, çитменлӗхсене кăтартатчӗ, тӳрлететчӗ. Унăн сăмахӗ маншăн питӗ пӗлтерӗшлӗччӗ. Шел, халь вăл çук ӗнтӗ. Каярах редакцире пӗрле ӗçлекен Анатолий Ырьятпа сăвăсене пӗр-пӗрне кăтартаттăмăр. Валентина Тарават та редакцие килсе е телефонпа шăнкăравласа чылай сӗнӳ панă. Халӗ те сайра хутран çырнă хайлавсем пирки пӗр-пӗрне курсан е телефонпа калаçма пултаратпăр вӗсемпе.

Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Н.Ларионов архивӗнчи сăнӳкерчӗк

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев