Эп стройра, атьсем!
Шăпах 40 çул каялла, 1982 çулта, çак кун хамăн батальонра салтаксен хушшинче турник çинче йăтăнассипе тата кире пуканӗ йăтассипе 1-мӗш вырăн йышăнни аса килчӗ.
Совет çарӗсене Афганистанран кăларнăранпа 33 çул çитнине тата çывхарса килекен Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунне халалласа февралӗн 15-мӗшӗнче Кивӗ Çӗпрелӗнче (Çӗпрел районӗ) бадминтонпа турнир ирттертӗмӗр.
Эпӗ ку ăмăртура хамăн батальонăн чысне хӳтӗлесе 258-РРВБ БТ ялавӗпе тухрăм. Хисеплӗ I вырăна çӗнсе илтӗм.
Шăпах 40 çул каялла, 1982 çулта, çак кун хамăн батальонра салтаксен хушшинче турник çинче йăтăнассипе тата кире пуканӗ йăтассипе 1-мӗш вырăн йышăнни аса килчӗ. Атьсем, эпӗ халӗ те стройра!
Пурне те Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунӗпе саламлатăп! Хăвăра тата çемйӗрсене çирӗп сывлăх, тăнăç пурнăç сунатăп! (Виктор ПЕТУХОВ, Афган вăрçин ветеранӗ, районти Ветерансен канашӗн председателӗ. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев