«Эпӗ телейлӗ хӗрарăм, пуян анне, асанне, кукамай!»
Çапла калать хăй пирки Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗре пурăнакан Юлия Хлынова
Чирлесен хăш чух больницăнах та выртма тивет. Мӗн тăвас тетӗн, кирлӗ-тӗк – выртмаллах ӗнтӗ. Унта тухтăрсем аван сиплеççӗ, хăвăртрах сывалма пулăшаççӗ. Сипленнӗ хушăра вара пӗрле выртакансемпе туслашатăн, сăмах çăмхи кусать те кусать. Ак хальхинче те Пăва больницинче Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан пит кăмăллă хӗрарăмпа Юлия Хлыновăпа пӗрле выртрăмăр. Тем çинчен те калаçрăмăр, иртнӗ пурнăçа та аса илтӗмӗр. Юлия Андреевна хăй çинчен каласа панипе вулакансене те паллаштарас килет.
«Элшел ялӗнчи вăтам шкултан вӗренсе тухсан хулана вӗренме кайма тумтир туянасшăн пулнипе фермăна пăрусем пăхма ӗçе вырнаçрăм. Кăшт укçа пухсан Теччӗ хулине учителе вӗренме каяп тесе шутласа ӳсрӗм. Анне калать: «Шăллусене те малалла вӗренме укçа кирлӗ вӗт-ха, ӗçле, укçине те параççӗ, тырри те пулать...»
Çапла эпӗ фермăнах çӳрерӗм. Кӗркунне салтаксем таврăнчӗç. Мана клубран, улахсенчен ăсатма Пӳркел ялӗнчен пысăк пӳллӗ Володя çӳрерӗ. Çӳллӗ каччăсене кăмăллаттăмччӗ çав, хам пысăках маррипе пулмалла. Володяпа çулталăк туслă тăтăмăр та туй туса пӗрлешрӗмӗр. Ялтан тухса кайса пилӗк çул Ульяновск тăрăхӗнче пурăнса пăхрăмăр. Çук çав, тăван кӗтесрен каяс килмерӗ, каялла таврăнтăмăр.
Пӳрт лартса, çирӗм çул ытла пӗрле пурăнса тăхăр ача çуратрăмăр. Улттăмӗшне çуратас мар-ха тесе Хусан больницинех кайнăччӗ, Пăваран унта ячӗç. Хусантисем те килӗшмерӗç, юрамасть терӗç. Мăшăр савăнсах кайрӗ: «Ăçта пиллӗк, унта улттă та ӳсет», – терӗ те каялла таврăнтăмăр вара. Тăхăр ача çуратрăмăр. Кӗçӗннисем, хӗрпе ывăл, йӗкӗрешсем пулчӗç.
Çапла йӗркеллӗ пурăннă çӗртенех манăн мăшăр Владимир Александрович Хлынов сарăмсăр вилсе выртрӗ. Ун хыççăн нумай та вăхăт иртмерӗ – Володян амăшӗ вилсе кайрӗ. Пӗчченех тапаçлантăм вара, ачасене ура çине тăратас тесе çӗр çывăрмасăр ӗçленӗ каçсем пайтах пулнă. Ачасене хампа пӗрле колхозра ӗçлеттереттӗм.
Пурнăç тикӗс пынă çӗртенех вун ултă çулти хӗрӗме каçхине клубран таврăннă чух хамăр ял çамрăкӗсем вӗлерсе хăварнă. Мӗнле йывăр пулчӗ çав вăхăтра мана çӗр çинче пурăнма... Ачамсене сӗм тăлăха хăварасран хăраса малалла пурăнтăм.
Ачасемпе хирте те, килте те яланах пӗрле ӗçленӗ, саккăршар гектар чӗкӗнтӗр ани илеттӗм. Аслă ачасем хампа, кӗçӗнреххисем килте. Килте те ӗç пулнă вӗсем валли: çум çумламалла, пахча шăвармалла, выльăхсене çитермелле, кӗтӳрисене кӗтсе илмелле, вӗсем валли те курăк çăлса хатӗрленӗ, ӗçме шыв ăсса кӳнӗ, ӳсерехпе каçхи апат та пӗçерсе хунă. Пурин валли те ӗç пулнă.
Çапла хам хистенипе, хăйсем тăрăшнипе манăн хӗрсем медсестрана, учителе, экономиста вӗренсе тухрӗç. Ман ачасем хам пекех çуралнă вырăна юратаççӗ. Виççӗшӗ çемйисемпе ялта пурăнаççӗ. Кӳршӗ ялта та пур, Пăвара та, Ульяновскра та, Шупашкарта та. Мухтав Турра! Пурте тӗрӗс-тӗкел пурăнаççӗ.
Эпӗ çамрăкранах чăвашла тухса тăракан хаçат-журнал çырăнса илеттӗмччӗ Шупашкартан. Халӗ Хусанта тухакан «Сувар» хаçата кашни эрнекун тăвана кӗтнӗ пек кӗтсе тăратăп. Ульяновскра тухакан «Канаш» хаçата ачасем илсе килсе параççӗ. Ку хаçатсем маншăн парне пекех.
Эпӗ телейлӗ хӗрарăм, пуян анне, асанне, кукамай! Манăн 8 ача, 20 мăнук, 10 кӗçӗн мăнук», – тесе сăмахне вӗçлерӗ Юля аппа.
Хальхи вăхăтра 79 çулти Юлия Андреевна тăван ялӗнче кӗçӗн ывăлӗн Андрейӗн çемйипе пӗрле пурăнать.
Анна НИКОНОРОВА.
Пăва хули.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев