Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эпидемипе кӗрешес фронтри кун сводки

Пӗтӗмӗшле илсен, Тутарстан Республикинче 2400 çын Сovid-19-па чирленӗ. Майăн 19-мӗшӗ тӗлне 1301 çын сывалнă. Юлашки талăк хушшинче 106 çын сывалнă

Паянхи куна тӗнчере коронавируса ертнӗ çынсен шучӗ 4,7 млн çынна çитнӗ, вӗсенчен 316 пин çын вилнӗ, 1,7 млн çын сывалнă. АПШ, Раççей, Великобритани, Бразили, Испани – инфекцирен пуринчен те ытларах хур тӳснӗ çӗршывсем. 

Тутарстанра паян 88 çынра Covid-19 вируса тупнă. Вӗсенчен пӗр çынни тутарстана ют регионран килни, 88-шӗ контактлисем, кунта ертнисем. 20 çынна пульницана вырттарнă, 68-шне килӗсене сипленме янă, вӗсен çăмăл е симптомсăр форма.

Ытларах вăтам çулти çынсем чирлеççӗ. Вӗсенчен 51-шӗ

Чирлисенчен 51-шӗ Хусантан, 12-шӗ Çырчалинчен. Ешӗлварта 5 çын чирленӗ, Арскра – 3, Антняпа Сабара – 2-шер, Азнакай, Аксу, Элкел, Апас, Балтаси, Çӳльту, Лайăш, Мензеле, Анат Кама, Сарман, Теччӗ, Ютаза районӗсенче пӗрер çын.

Пӗтӗмӗшле илсен, Тутарстан Республикинче 2400 çын Сovid-19-па чирленӗ. Майăн 19-мӗшӗ тӗлне 1301 çын сывалнă. Юлашки талăк хушшинче 106 çын сывалнă.

Вирус ертнӗ çынсемпе ӗçлекен врачсене хушса тӳлес ыйту та майӗпен йӗркеленсе пырать. Паянхи куна апрельшӗн 176 млн тенкӗ тӳленӗ. ТР Президенчӗн Рустам Миннихановăн сăмахӗсемпе Май уйăхӗн тӳлевӗсем те республикăна çитнӗ ӗнтӗ.

РФ Президенчӗ Владимир Путин регионсенче Covid-19 чире ертнӗ çынсене сиплекен медиксене хушса тӳлеме 10 млрд тенкӗ уйăрма хушни çинчен çырнăччӗ эпир.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев