Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЭПИР 30 ÇУЛТА

Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Ульяновск облаçӗнчи уйрăмӗ йӗркеленнӗренпе 30 çул çитнине халалланă таврапӗлӳçӗсен тӗлпулăвӗ апрелӗн 2-мӗшӗнче Ульяновск хулин 17-мӗш номерлӗ библиотекинче иртрӗ. Унта 30 яхăн çын хутшăнчӗ.

Мероприяти пуçланас умӗн Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн хисеплӗ ертӳçин Виталий Станьялăн видеосаламне пăхрӗç. Ăна юбилей тӗлне ятарласа Шупашкартан ӳкерсе ярса панă. Пухăннисене çаплах «Руслан» культура учрежденийӗн директорӗ Оксана Владимировна Солнцева та саламланă май регионти чăваш таврапӗлӳçисем Ульяновск тăрăхӗн историне тӗпчеме пысăк пай кӗртнине палăртрӗ. Чăваш наци конгресӗн, И.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн саламне Екатерина Лашманова çитерчӗ. Ульяновск тăрăхӗн таврапӗлӳçисем йышлă та хастар пулнине каларӗ вăл. 

Çӳлерех асăннă культура учрежденийӗ çумӗнчи «Эревет» чăваш ансамблӗ (ертӳçи С.П. Толстов) ятарласа концерт программи те йӗркеленӗччӗ. 

Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Ульяновск облаçӗнчи уйрăмне 30 çул ертсе пыракан Николай Казаков йӗркелӳ, наука, çутӗçпе воспитани енӗпе çав тери пысăк пулăшу панине тухса калаçакансенчен нумайăшӗ каларӗ. Уйрăм йӗркеленнӗренпе ялсен историйӗпе çыхăннă 100 ытла кӗнеке кăларнă кунти таврапӗлӳçӗсем. Николай Ларионовăн Çӗпрел районӗнчи тăван Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн историйӗ çинчен çырнă «Пирӗн ял – Çӗнӗ Йӗлмел» кӗнеки шăпах юбилей умӗн кун çути курчӗ. Автор ăна тӗлпулура хăтларӗ. Сăмах май, Çӗнӗ Йӗлмел историне тӗпчесе çырнă иккӗмӗш кӗнеке вăл. Пӗрремӗшне Николай Казаков 1996 çулта пичетлесе кăларнăччӗ. 

Таврапӗлӳçӗсен пӗрлешӗвне ертсе пыракан Николай Казаков таврапӗлӳ ӗçне ырми-канми илсе пыракан кашни таврапӗлӳçе тав турӗ. Чи хастаррисене юбилей тӗлне ятарласа хатӗрленӗ И.Я.Яковлев портречӗллӗ Хисеп хучӗпе чысларӗ. Чи тăрăшуллă 11 çынна вара «Чăваш культурин тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ят панине ӗнентерекен удостоверени пачӗ. Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн регионти уйрăмӗ Ульяновск облаçӗн таврапӗлӳ юхăмӗнче мӗнле вырăн йышăннине палăртса хăварчӗ. (Николай КАЗАКОВ. Чăваш таврапӗлӳçисен  союзӗн Ульяновск облаçӗнчи уйрăмӗн ертӳçи. Автор сăнӳкерчӗкӗ.) 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество