Эпир хамăрăн чӗлхене, культурăна, йăласене çука тухасран упраса хăвараятпăр
Пӗтӗм Раççейри халăх çыравӗ (Всероссийская перепись населения) çӗршывра октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 14-мӗшӗччен иртет. Унчен пире 2010 çулта шута илнӗччӗ. Çак çыравра чăваш тесе çырăнни пӗлтерӗшлӗ. Çапла туса эпир хамăрăн чӗлхене, культурăна, йăласене çука тухасран упраса хăвараятпăр
Енчен те халăх çыравӗ эпир сахаллине кăтартӗ-тӗк, наци шкулӗсене, чăвашла кӗнекесем кăларма, халăх уявӗсене ирттерме паракан тӗреве хăвăрт чакарса хума пултараççӗ. Енчен те эсир хăвăр чăвашран çуралнипе мăнаçланатăр пулсан, переписчикăн Л листокӗнчи ыйтусем çине тӗрӗс хуравлăр. Çакна тусан çеç эсир тăван чăваш халăхне тӗрев пама пултаратăр.
Хуравсене «Х» тесе хӗрес лартсан çеç вӗсем тӗрӗс шутланаççӗ. «Хăш чӗлхене тăван чӗлхе тесе шутлатăр?» текен ыйтура ЧĂВАШ ЧӖЛХИНЕ тесе çырмалла. Лайăх е еяпăх пӗлни пирки никам та экзамен тыттармасть сире унта. Енчен те эсир çак ыйту çине хурав памасан, переписчик «Не имею родного языка» тесе çырса хума пултарать. Национальность графара хăвăр халăхăр ятне кӗскетмесӗр, туллин çырăр: «чуваш» е «чувашка». 14 çул тултарман ачасен нацине ашшӗ-амăшӗсем çыраççӗ.
Енчен те эсир переписе хутшăнма килӗшмерӗр-тӗк, сирӗн наци уйрăмлăхне пурпӗр çырса хураççӗ, административлă даннăйсемпе унта «сведенисем çук» е «ытти çынсен сăмахӗсемпе» тесе палăртни пулать. Халăх çыравӗ – Раççейри халăх йышӗ тата чӗлхесем пирки пӗртен-пӗр официаллă çăлкуç. Унта хутшăнни – хамăр халăх умӗнчи яваплăх. Асаттесемпе асаннесен астăвăмне сума суни.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев