Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эпир пӗр команда пек ӗҫлемелле

ТР Президенчӗпе тӗлпулнӑ вӑхӑтра ведомствосен ертӳҫисем хӑйсен ҫумӗсемпе паллаштарнӑ

Тутарстан Правительстви республика умӗнчи тӗллевсене пурнӑҫлас тесе пӗр команда пек ӗҫлемелле. Ҫак шухӑша ТР Президенчӗ Рустам Минниханов ӗҫ тӑвакан власть органӗсемпе тӗлпулнӑ вӑхӑтра каланӑ. 
"Эпир пӗр команда пек ӗҫлемелле. Эсир хӑвӑр экзаменра тытрӑр, комисси сӳтсе яврӗ. Республика Правительствинче ӗҫлесси вӑл пысӑк шанӑҫ. Сире пурне те ӑнӑҫлӑ ӗҫ сунатӑп", – тенӗ Минниханов.
ТР Президенчӗпе тӗлпулнӑ вӑхӑтра ведомствосен ертӳҫисем хӑйсен ҫумӗсемпе паллаштарнӑ, вӗсен отральти енӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вырӑнсене йышӑнас умӗн ӗҫ тӑвакан влаҫӑн мӗн пур ертӳҫи аттестаци комиссине иртнӗ.
Рустам Минниханов Правительствон ҫывӑх вӑхӑтри тӗп задачисене палӑртнӑ тата ҫӗнӗ ертӳҫӗсенчен кашнийӗ ӗҫ результачӗсемшӗн харпӑр яваплӑхлӑ пулнине каланӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев