Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЭПИР – ПӖРРЕМӖШ

«Космос диктанчӗ» те çыртăмăр, курав та йӗркелерӗмӗр

Космоса пӗрремӗш хут этем вӗçнӗренпе кăçал 60 çул çитрӗ. 1961 çулхи апрелӗн 12-мӗшӗнче Юрий Гагарин «Байконур» космодромран «Восток-1» караппа Çӗр чăмăрӗ тавра вӗçсе çаврăннă. Космонавтика кунӗнче Теччӗ районӗнчи вӗрентӳ учрежденийӗсенче, библиотекăсенче мероприятисем иртрӗç.

Пухтелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта этем космоса пӗрремӗш хут вӗçнӗренпе 60 çул çитнине халалласа «Космос диктанчӗ» çырчӗç. Асăннă диктанта çамрăксен чунӗнче патриотизм туйăмӗ çуратас тӗллевпе йӗркеленӗ. Шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, ашшӗ-амăшӗсем хастар хутшăнчӗç. Вӗсем çын космоса пӗрремӗш хут вӗçнине халалласа ӳкернӗ фильма та пăхса киленчӗç. Ку паллă пулăм ячӗпе «Тӗнче уçлăхӗнче эпир – пӗрремӗш» информаципе пӗлӳ сехечӗ иртрӗ. Унта вăтам классенчи шкул ачисем – В.Антонов, А.Волкова, Я.Краснова, А.Торгашов, В.Торгашов, К.Волкова, А.Антонов, А.Угаров, Р.Осипова, Н.Евдокимова – хутшăнчӗç.
Кӗçӗн класра вӗренекенсем те аслисенчен юлмарӗç. Ирина Ильинична тата Марина Захаровна тăрăшнипе ӳкерчӗксен куравне хатӗрлерӗç. Ӗçӗсем вара пӗринчен пӗри хитререх, куçа илме те май çук. Асăннă темăна çутатса 6-мӗш класра вӗренекен Вадим Торгашов 3-4 классене тӗрлӗ экспериментсемпе паллаштарчӗ. Чи ансат авиамодельсене вӗçтерес тӗллевпе ăмăрту та ирттерчӗç. Вăтам çулхи ачасен хушшинче Артем Торгашов çӗнтерчӗ, кӗçӗннисенчен вара Дима Ячменкин самолечӗ пуринчен те инçерех вӗçрӗ.
Алена ТОРГАШОВА.
Пухтел шкулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев