Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЭПИР ТЕ ХУРЛАНАТПĂР...

Пултаруллă, талантлă, ӗçчен те сăпайлă чăваш Н.М.Сорокин пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнă пирки унăн çывăх çыннисемпе пӗрле эпир те, Анат Кама чăвашӗсем, чунтан хурланатпăр.

«Суварăн» июлӗн 9-мӗшӗнче тухнă номерне алла илтӗм те куç хуралса килчӗ, пуç çаврăнса кайрӗ. Кӗтмен çӗртен пуçран чукмарпа çапнă пекех туйăнчӗ. Хурлăхлă хыпар: Николай Михайлович Сорокин вилсе кайнă. Тутарстанри чăн-чăн чăваш, чăн-чăн çын. Вырăссем калашле, человек с большой буквы. Чăтма çук пысăк çухату.

 Тутарстанри чăвашсем иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсенче çӗкленме пуçларӗç. Ялсенче, хуласенче чăваш обществисем ӗçлеме тытăнчӗç. Çак ӗçре Николай Михайловичăн тӳпи питӗ те пысăк пулнине эпӗ аван астăватăп. Çав вăхăтра эпир те Анат Кама хулинче чăвашсене пуçтарса вӗсемпе ӗçлеме пуçланăччӗ. «Сувар» хаçатăн пӗрремӗш тӗп редакторӗ В.И.Данилов вилнӗ хыççăн унăн ӗçне Николай Сорокин хăй çине илчӗ. Пире те нумай пулăшрӗ вăл.
Николай Михайлович «Сувар» хаçата ертсе пынă вăхăтра эпир, Анат Кама хулинчи «Шăнкăрав» ансамбльпе «Тамаша» театр, Хусана гастрольпе кайрăмăр, унти Химиксен Культура керменӗнче спектакльпе концерт кăтартрăмăр. Спектакль пуçланиччен «Суварăн» тӗп редакторӗ Н.М.Сорокин тата Анат Кама хулинчи чăваш обществин председателӗ Н.А.Атряскин куракансемпе чăваш чӗлхипе культурине аталантарас енӗпе пӗрле пуçтарăнса мӗнле ӗçсем тумалли çинчен тата «Сувар» хаçата çырăнтарасси пирки калаçрӗç. Ку мероприяти куракансен кăмăлне кайрӗ. Çавна кура тепӗр кун çак программăпах Пăва районӗнчи чăваш ялӗсене кайма шутларӗç. Ку ӗçе каллех Н.М.Сорокин хăй çине илчӗ. Çапла эпир пӗр кун хушшинче виçӗ ялта хамăр программăна кăтартрăмăр. Кашни ялӗнчех пире хаклă хăнасем пек йышăнчӗç, хăна турӗç. Çакна эпир нихăçан та манас çук.
Пултаруллă, талантлă, ӗçчен те сăпайлă чăваш Н.М.Сорокин пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнă пирки унăн çывăх çыннисемпе пӗрле эпир те, Анат Кама чăвашӗсем, чунтан хурланатпăр. (Наталья ЗОТЕЕВА, Анат Камăра чăваш обществине пуçараканӗ; 34-мӗш гимнази, «Шăнкăрав» ансамбльпе «Тамаша» театр. И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана