Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эпир вӗсен умӗнче ӗмӗр парӑмра

Октябрӗн 1-мӗшӗ аслӑ ҫулти ҫынсен кунӗ

 

Пенсине тухнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫа кӗркуннепе танлаштараҫҫӗ.
Эпир ҫамрӑкланмастпӑр, ҫутҫанталӑк йӗрки ҫапларах ҫырӑннӑ. Иртерех-и, каярах-и, эпир ҫак тӗнчене килнӗ чухнехи пекех, вӑйсӑр та айван ӑслӑ пулса тӑратпӑр. Хамӑра ҫапла кирлӗрен мар, ватлӑх пирӗн вӑя туртса илнипе вӑхӑтпа тан утса ӗлкӗрсе пулмасть.
Пирӗн тӗп пуянлӑх – пирӗн ачасем, пирӗн хыҫҫӑн килнӗ ӑрусем. Вӗсене эпир юратса пӑхса ӳстернӗ. Шӑпах вӗсем ватӑ ҫыннӑн шанчӑкӗпе тӗревӗ пулса тӑраҫҫӗ, унӑн пурнӑҫӗнчи пӗртен-пӗр савӑнӑҫӗ. Ашшӗпе амӑшӗ вашават пулайманшӑн ачисем тарӑхнине, тиркенине курма аслӑ ҫулти ҫыншӑн питӗ эрлӗклӗ. Ҫавӑнпа та, тархасшӑн, хӑвӑр аҫӑр-аннӗрсене упрӑр, пӑхӑр, ачашлӑр. Эпир вӗсем умӗнче ӗмӗр парӑмра. Аслӑ ӑрӑвӑн кӗркуннене ылтӑна ҫавӑрар. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев