Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЭПИР ХУСАНКАЙ ЕНТЕШӖСЕМ – ПУЛНĂ, ПУР, ПУЛАТПĂР!

Паллă ентешӗмӗре халалланă икӗ конкурсăн çӗнтерӳçисем паллă

 

ЭПИР ХУСАНКАЙ ЕНТЕШӖСЕМ – ПУЛНĂ, ПУР, ПУЛАТПĂР!

 

Паллă ентешӗмӗре халалланă икӗ конкурсăн çӗнтерӳçисем паллă

 

Кăçал Чăваш халăх поэчӗ, Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче çуралса ӳснӗ Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитрӗ. Çакна тӗпе хурса «Сувар» хаçат редакцийӗ çулталăк пуçламăшӗнче хаклă ентешӗмӗре халалланă виçӗ конкурс пуçарчӗ. Вӗсенчен иккӗшне – çыракансен хушшинче онлайн мелӗпе иртнӗ «Эпир Хусанкай ентешӗсем» тата сăвă калакансен хушшинче иртнӗ «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурссене – 

çак кунсенче комисси пӗтӗмлетрӗ. Çыракансен конкурсне килнӗ хайлавсене «Шăнкăрав» кăларăмра пичетлесе пытăмăр, сăвă калакансен видеороликӗсене хаçатăн социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче кăлартăмăр, цифровизаци технологийӗсем пулăшнипе вулакансем конкурсантсен пултарулăхӗпе паллашсах пычӗç. 

Виççӗмӗш конкурс, «Петӗр Хусанкай пултарулăхӗпе ирттернӗ чи лайăх урок» – вӗрентекенсем валли. Унта та материалсене йышăнас тапхăр вӗçленчӗ. Ăна хальлӗхе пӗтӗмлетмен-ха, комисси пайташӗсем çывăх вăхăтра çак ӗçе тума планлаççӗ. Конкурса килнӗ, хаçатра пичетленсе ӗлкӗреймен ӗçсене «Шăнкăравăн» малашнехи кăларăмӗсенче пичетлӗпӗр. 

Эппин паллă та мухтавлă ентешӗмӗре Петӗр Хусанкая халалланă икӗ конкурсăн çӗнтерӳçисемпе сире те паллаштаратпăр, хаклă вулакансем. 

 

«Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» онлайн-конкурс çӗнтерӳçисем

 

Ача садне çӳрекенсен хушшинче

1-мӗш вырăн – Радмила Чадейкина (Аксу районӗ, Кивӗ Илтрекьелӗнчи ача сачӗ). Воспитателӗсем – Л.Г.Васюткина, Н.В.Глазкова, Л.Д.Маклакова;

2-мӗш вырăн – Екатерина Лисина (Чăваш Республики, Комсомольски районӗ, Кӗçӗн Çӗрпӳел шкулӗнчи «Асамат» ушкăн).

 

Кӗçӗн классенче вӗренекенсен хушшинче

 

1-мӗш вырăн – Акрель шкулӗнче вӗренекенсем ушкăнпа: Мария Макарова, Яков Калмыков, Ефросиния Ефимова, Владислава Федорова, Мария Калмыкова, Николай Мензелин,  Дмитрий Красильников (Çарăмсан районӗ). Вӗрентекенӗсем – А.Г.Мензелина, Л.А.Еферова, И.В.Иляшкина, Л.М.Трофимова;

2-мӗш вырăн – Святослав Ефимов (Аксу районӗ, Кивӗ Тимушкел шкулӗ). Вӗрентекенӗ – Т.И.Бульбова;

3-мӗш вырăн – Василиса Константинова (Аксу районӗ, Кивӗ Тимушкел шкулӗн Беловкăри филиалӗ). Вӗрентекенӗ – Е.В.Кожеманова;

3-мӗш вырăн – Пинерпи Алексеева (Чăваш Республики, Шупашкар хулинчи 64-мӗш шкул). Хатӗрлекенӗ – М.В.Петрова.

 

Вăтам тата аслă классенче   

вӗренекенсен хушшинче

1-мӗш вырăн – София Петрова (Чăваш Республики, Вăрмар районӗ, Чупай шкулӗ);

2-мӗш вырăн – Анастасия Латышова (Чăваш Республики, Патăрьел районӗ, Аслă Чемен шкулӗ). Вӗрентекенӗ – Э.И.Селиверстрова;

3-мӗш вырăн – Евгения Николаева (Аксу районӗ, Савгачево шкулӗ). Вӗрентекенӗ – Т.П.Романова.

 

Аслисен хушшинче

1-мӗш вырăн – Елена Кудрявцева (вӗрентекен, Шупашкар);

2-мӗш вырăн – Любовь Кудрявцева (ЧР Вӗренӳ тата çамрăксен политикин министерствин «Ачасемпе пӗрле пулса вӗсене пур енлӗн аталантаракан вӗренӳ центрӗ» бюджет учрежденийӗн ӗçченӗ);

3-мӗш вырăн – Альбина Харитонова (библиотекарь, Теччӗри тӗп библиотека).

 

«Эпир Хусанкай ентешӗсем» конкурс çӗнтерӳçисем

 

1-мӗш вырăн – Ольга Лаврентьева (Чăваш Республики, Шупашкар хули, 64-мӗш шкул). Вӗрентекенӗ – Л.А.Федотова, пулăшаканӗ – Т.В.Лаврентьева;

2-мӗш вырăн – Елена Кириллова (Чăваш Республики, Чăваш патшалăх университечӗн студентки);

3-мӗш вырăн – Федор Унисков (Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу шкулӗ). Вӗрентекенӗ – А.П.Осипова;

3-мӗш вырăн – Арина Иванова (Чăваш Республики, Шупашкар районӗ, Толик Хураски шкулӗ). Вӗрентекенӗ – Р.И.Тимофеева.

 

Çӗнтерӳçӗсене саламлатпăр! Конкурссене хутшăннă кашни ачана, аслисене, вӗрентекенсене, ачасене хатӗрленме пулăшакансене чӗререн тав тăватпăр. Малашне те «Сувар» хаçат редакцийӗ ирттерекен конкурссене хастар хутшăнасса шансах тăратпăр.

Çӗнтерӳçӗсене редакци Диплом тата асăнмалăх парне парса хавхалантарать. Парнепе диплома ярса пама адресăра редакципе çыхăнса пӗлтерме ыйтатпăр. 

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗнче: хастар ачасем «Сувар» ирттерекен конкурссене те, форумсене те хутшăнаççӗ. Евгения Николаева (малти ретре сылтăмран иккӗмӗшӗ) – сăвă калакансен конкурсӗнче 3-мӗш вырăн йышăнчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев