Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫеҫпӗл Мишшине Чӑваш Енре манмаҫҫӗ

Ӗнер Шупашкарта паллӑ чӑваш поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 122 ҫул ҫитнине халалласа, унӑн палӑкӗ умӗнче митинг иртнӗ. Унта ҫыравҫӑсем, вӗрентекенсем, пултарулӑх интелигенцийӗ хутшӑннӑ

Реформатор-поэтӑн, драматургӑн, чӑваш литературин классикӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен ЧР культура министрӗ Светлана Каликова, Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗн директорӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Пётр Краснов, Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Валерий Клементьев, Чӑваш халӑх поэчӗcем Валери Туркай тата Светлана Асамат ырӑ сӑмахсем каланӑ. Чӑваш Республикин ҫыравҫисене тутар халӑх поэчӗ Ренат Харис, Дагестан ҫыравҫисен союзӗн Председателӗ Магомед Ахмедов саламланӑ. 
Каярах Наци библиотекинче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премин лауреачӗсене чысланӑ. Вӗсем кӑҫал иккӗн.
Чăваш Республикин Çеçпӗл Мишши фондне Валери Туркай ертсе пырать. 2021 çулта Халăхсен хушшинчи Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ премие «Чăваш Ен» Патшалăх телерадиокомпанийӗн телевиденипе радиовещани информаци программисен службин корреспонденчӗ Алексей Николаевич Енейкин тата Çеçпӗл Мишшин Шупашкарти музейӗн ертӳçи Антонина Васильевна Андреева тивӗҫнӗ.
Каярах Канаш районӗнчи Шӑхасанра та митинг, унтан ҫавӑнӑҫлӑ лару иртнӗ. Пултаруллӑ шкул ачисем Çеçпӗл Мишши фончӗн ертӳҫинчен Валери Туркайран парнелӗх кӗнекесем илнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев