Сувар

Эпотажлӑ чӑваш юрӑҫӗн килти концертне чарма тиврӗ

Шупашкарти чӑваш юрӑҫӗсем онлайн-концертсем кӑтартманнине кура Хусан чӑвашӗсем нацине хӑтараҫҫӗ

Ӗнер, 17.00 сехетре Тутарстанра карантина ҫирӗплетсе самоизоляци режимне кӗртнӗ хыҫҫӑн, интернет япӑх ӗҫлеме тытӑнчӗ. Паллӑ ӗнтӗ, ҫынсем кун пек хыпарсене илтме хӑнӑхман.

Ҫыхӑну чӑхӑмлани социаллӑ сетьсене те пырса тивет. Ҫавӑнпа Хусанти паллӑ юрӑҫ тата композиторӑн Алексей Наумовӑн 17 сехетре палӑртнӑ килти концерчӗ те пӑтӑрмахсемпе иртрӗ. Виҫӗ юрӑ юрласа ӗлкӗреймерӗ вӑл, куракансем ӑна ҫыхӑну япӑх пулни ҫинчен пӗлтерсех тӑчӗҫ. Композиторӑн концертне чарма тиврӗ.
Анчах лайӑх хыпар та пур, Алексей Наумов паян 10.00 сехетре хӑйӗн контактри страницинче https://vk.com/id39642425 пирӗн ума тухса юрлать. Ӑнӑҫу сунатпӑр!

Алексей Наумов чӑваш эстрадине социаллӑ пӗлтерӗшлӗ йӗплӗ юрӑсем юрласа кӗчӗ. Вӗсен шутӗнче "Чӑвашсем", "Ҫӗлен" "Ҫухатас марччӗ ҫынлӑха", каярах "Тӗрленӗ галстук". Вӗсемпе пӗрлех композиторӑн лирикӑллӑ юррисем те анлӑ сӑрӑлнӑ. Мӗнпе тӗлӗнтерӗ-ши хальхинче лара-тӑра пӗлмен юрӑҫ?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: