Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эрдоган Миннихановпа тӗлпулнă

Турци Республикин ертӳçи Рустам Миннихановăн тутар стилӗпе çӗлеттернӗ костюмне лайăх хак парса мухтанă.

Турци Республикине ӗçлӗ визитпа килнӗ май, Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Реджеп Тайип Эрдоганпа тӗлпулнă.

Турци Республикин ертӳçи Рустам Миннихановăн тутар стилӗпе çӗлеттернӗ костюмне лайăх хак парса мухтанă.

«Пирӗн çыхăнусем тутарсемпе туркăсен экономикăпа суту-илӳри, инвестици хутшăнăвӗсенчи çыхăнăвӗсем Раççейпе Турци хушшинчи хутшăнусене çирӗплетме май параççӗ, – тенӗ Рустам Минниханов тӗлпулура. – Эпир çак çӗршывсем хушшинче эффективлă çыхăну сыппи пулма тăрăшатпăр. Енсем контрактсене малала аталантарасшăн пулни ку чухне питӗ пӗлтерӗшлӗ».

Турци Республики Тутарстанăн чикӗ леш енчи чи пысăк партнерӗсенчен пӗри. 2020 çулта тавар çаврăнăвӗ 360 млн доллартан иртнӗ. Турци компанийӗсем пирӗн республикăна 2 млрд доллара яхăн инвестициленӗ.
Тӗлпулура енсем хăш-пӗр килӗшӳсене алă пусса çирӗплетӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев