Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ерекен чир чинсене уйăрса тăмасть

Çӗрккӗ Ӗпхӳре коронавирус йывăрланăвӗсенчен Пушкăртстан Верховнăй сучӗн председателӗ Земфира Латыпова вилсе кайнă, тесе пӗлтерет «Башинформ» Информаци агентстви.

Земфира Узбековна Латыпова 66 çулта пулнă.  Вăл суд системинче 1982 çултанпа ӗçленӗ. Пушкăртстан Верховнăй судне 2019 çултанпа ертсе пынă. Суд председателӗн вырăнне лармалли Указа Раççей Президенчӗ Владимир Путин алă пуснă пулнă.

Паллă çынсене те, пысăк должноçрисене те, пуянсене те хӗрхенмест хăрушă чир. Нумай пулмасть Валерий Гаркалин тата Нина Русланова артистсем вилни çинчен пӗлтӗмӗр. Тата мӗнле ӗнентерӳ кирлӗ? Вакцинацине хирӗç çынсем çав çавах привика тума килӗшмеççӗ. 

 

Пушкăртстан Верховнăй сучӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев