Эрех Covid-19-а хирӗҫ кӗрешекен антителосене йӗркеленме чӑрмантарать
Эпидемиолог прививка хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши эрех ӗҫессинчен тытӑнса тӑма сӗнет
"Вакцинаци умӗн те, вакцинаци хыҫҫӑн та эрехпе иртӗнме юрамасть.
Антителосем пурпӗр йӗркеленеҫҫӗ, сахал эрех вӗсем ҫине витӗмлеймест, ҫапах ытлашши алкоголе организмран кӑларма нумай энерги каять. Ку ӗҫе пӗвер, пӳресем хутшӑнаҫҫӗ, энерги кирлӗ. Эпир ӑна белоксенчен илетпӗр. Антителосем те пирӗн белоксенчен йӗркеленеҫҫӗ. Анчах эрех ӗҫекен ҫыннӑн организмӗнче хута кайнӑ урӑх механизмсем антителосен йӗркеленӗвне кӑткӑслатаҫҫӗ",– тесе палӑртнӑ вакцинопрофилактика енӗпе ӗҫлекен тӗп специалист, ТР Сывлӑх сыхлав министерствин эпидемиологӗ Дмитрий Лопушов.
Ӗҫкӗпе вакцинацие хутӑштарсан антителосен шучӗ сахал пулать, вӗсем организма инфекцирен хӑтараймаҫҫӗ.
Эпидемиолог прививка хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши эрех ӗҫессинчен тытӑнса тӑма сӗнет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев