Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эрнери кӗске хыпарсем

Диспансеризацие чарнă. Covid-19 алхаснине пула Тутарстанра халăх диспансеризацине вăхăтлăха чарнă. Коронавирус лару-тăрăвӗ япăхланнипе поликлиникăсене питӗ нумай пациент килме пуçланă. Çакна пула мӗнпур поликлиникăра планлă медицина пулăшăвӗ кӳме чарăннă. Вакцинаци уйрăмӗсем вара çаплипех ӗçлеççӗ.

Шкулсем дистанциллӗ формат çине куçмаççӗ. Тутарстанра коронавирус хăвăрт сарăлнине кура шкулсене пурне те дистанциллӗ формат çине куçарма палăртмаççӗ. Хальхи вăхăтра 120 шкулти уйрăм классем карантинра. ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службинчен пӗлтернӗ тăрăх, шкулӗпех дистанциллӗ мел çине куçнă вӗрентӳ учрежденийӗсем республикăра тăваттă. Кашни кун ирсерен 466 пин ытла шкул ачи тата 31801 вӗрентекен медицина фильтрӗ урлă иртет. Шкулта е класра вӗренекенсенчен 20 проценчӗ гриппа е ОРВИпе чирленӗ пулсан, вӗсен шкула çӳремелле мар. Вӗренӳ процесне мӗнле формăпа йӗркелемеллине шкул директорӗсем вӗрентӳ управленийӗн вырăнти органӗсемпе пӗрле йышăнаççӗ.

Ачасем нумайăн чирлеççӗ. Ку эрнере Раççейре коронавируспа чирленӗ ачасен шучӗ ӳснӗ. Çакăн пирки Раççей Правительствин пайташӗсен канашлăвӗнче Татьяна Голикова вице-премьер пӗлтернӗ. Январӗн 26-мӗшӗ тӗлне ку кăтарту 36,5 процентпа танлашнă. Сăмах май, çӗршывра 12-17 çулхи ачасене коронавирусран прививка тума пуçланă. Ачасем валли ятарласа тунă «Спутник М» вакцинăн пӗрремӗш партийӗ кашни регионах çитнӗ, çав шутра Тутарстана 2880 доза килнӗ. Прививкăна ачасене ашшӗ-амăшӗ ирӗк парсан кăна тăваççӗ.

Вилеслӗх ӳснӗ. 2021 çулта, 2020 çулпа танлаштарсан, Тутарстанра вилекенсен шучӗ 11,5 процент таран ӳснӗ – 1000 çын пуçне 15,5. Çакăн пирки ТР сывлăх сыхлав министрӗ М.Садыков пӗлтернӗ. Ача çураласлăх вара чакнă. Пӗлтӗр Тутарстанра унчченхи çулпа танлаштарсан 662 ача сахалрах çут тӗнчене килнӗ. Вилекенсен шучӗ ӳснӗ пулсан та республикăн Федерацин Атăлçи округӗнче вилеслӗхпе чи пӗчӗк кăтарту. Çынсем ытларах юн çаврăнăшӗн чирӗсенчен (36,5 процент), коронавирусран (18,1 процент) тата усал шыçăсенчен (11,3 процент) вилеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев