Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ертӳҫӗсен конкурсӗнче ҫӗнтерекенсене – миллион

Сакӑр ҫурмафинала 300 ҫын хутшӑнӗ

 

Чулхулара февралӗн 1-2-мӗшӗсенче Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗпе "Лидеры России" конкурсӑн ҫурмафиналӗ иртет. Унта Тутарстанран 49 управленец хутшӑнать. Ку кӑтартупа пирӗн республика Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсенчен малта пыракан 5 субъект шутне кӗнӗ.
Ҫурмафинала суйлав турӗнчен чи лайӑх кӑтартупа иртнӗ 335 хутшӑнакана чӗннӗ: Чулхула облаҫӗнчен - 48, Самар облаҫӗнчен - 41, Пушкӑртранран - 50, Тутарстанран - 49 ҫынна. Пуринчен те сахалрах конкурсӑн Ульяновск облаҫӗпе Марий Элран пулать. Ҫак регионсенчен Ҫурмафинала 8-шар ҫын кӑна ҫитнӗ.
Январӗн 31-мӗшӗнче Чулхулара конкурсантсем тепӗр хут компьютер тесчӗ иртӗҫ, вӗсен онлайн-тапхӑрӑн кӑтартӑвӗсене ҫирӗплетмелле. Енчен те лидера тухма шутланӑ ҫын тестированирен иртеймерӗ-тӗк, ӑна малалли тӗрӗслевсем патне ҫывхартмаҫҫӗ те.
Автономиллӗ Коммерцилле мар «Россия – страна возможностей» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Алексей Комиссаров пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӗ Раҫҫейре 8 ҫурмафинал иртет, пурӗ вӗсене 3,3 пин ҫын хутшӑнӗ. Финала иртнӗ 300 управленецран кашнийӗ пӗрер млн тенкӗ Вӗрентӳ гранчӗ илме тивӗҫет. Конкурсра 100 ҫын ҫӗнтерет, ҫӗршыври малта пыракан управленецсем вӗсен наставникӗсем пулӗҫ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев